Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Тавралăха илемлӗрех тăвасчӗ

(Константин Малышев). Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Элмет хулин кунӗнче пултăмăр. Анчах та вăл миçе тултарнине пӗлекен сахал иккен унăн çуралнă кунне уявлакансен хушшинче. Аслă çултисем тӳрех хуравлаççӗ-ха, çамрăксем вара хула статусне Элмет 1953 çулта илнине пӗлсех каймаççӗ... Апла пулин нефтяниксен 64 тултарнă тӗп хулинчи уяв кăçал уйрăмах илемлӗ иртрӗ. Ăна нефтьпе газ...

(Константин Малышев). Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Элмет хулин кунӗнче пултăмăр. Анчах та вăл миçе тултарнине пӗлекен сахал иккен унăн çуралнă кунне уявлакансен хушшинче. Аслă çултисем тӳрех хуравлаççӗ-ха, çамрăксем вара хула статусне Элмет 1953 çулта илнине пӗлсех каймаççӗ... Апла пулин нефтяниксен 64 тултарнă тӗп хулинчи уяв кăçал уйрăмах илемлӗ иртрӗ. Ăна нефтьпе газ промышленноçӗн ӗçченӗсен кунӗ умӗн ирттернине те палăртмалла.
Уява ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшăнчӗ. Вăл газпа нефть отраслӗ çӗршыв экономикинче тӗп вырăн йышăннине, Раççейӗн энергетика хăрушсăрлăхӗн шанчăклăхӗ пулнине палăртрӗ. Çак отрасльти предприятисем пирӗн республикăн промышленность ӳсӗмне тивӗçтереççӗ.

Республика экономикине пысăк пай кӗртнӗшӗн Президент Тутарстанăн чи чаплă наградипе «Тутарстан Республики умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа «Татнефть» компанин ӗç коллективне наградăлани те пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Тутарстанра нефть промышленноçӗ еплерех аталаннин тапхăрӗсене театрализацилесе кăтартрӗç элметсем, çавăн пекех ретро-машинасен, ӗç коллективӗсен парачӗ те пулчӗ. «Татнефть» хăй çине нумай социаллă проект илет, вӗсен шутӗнче - «Вăрăм кун-çул центрӗ», «Симӗс фитнес», «Хулан культура уçлăхӗ», «Элметӗн урамри театрӗ» тата ыттисем.

Нефтяниксен анлă сарăлнă специальноçӗсемпе подразделенисем хушшинче ирттерекен професси ăсталăхӗн конкурсӗ те кунта тахçантанпах йăлара. Кăçал вăл 47-мӗш хут иртрӗ. Унта «Елховнефть» ӗçченӗсем çӗнтерчӗç.

Культура программи те питӗ анлăччӗ. Палăртса хăвармалла, кунта çынсене Хусанти пек унта е кунта кӗртмесӗр лаптăксене тимӗр карта тыса пӳлсе илес йăла çук, йăлтах уçă, илемлӗ, тирпейлӗ те вырăнлă.

Хулана уяв тӗлне капăрлатас ӗçре те нефтяниксем самана уттинчен юласшăн мар. Вӗсем стрит-арт стилӗпе хăйсен гаражне сăрлаттараççӗ. Художниксем «хура ылтăна» халалланă композицие ытларах хура тата ылтăн тӗссемпе пӗветеççӗ. Хальхи ӳкерчӗк никӗсӗнче Харис Якуповăн соцреализм стилӗпе çырнă «Золото Татарии» картини. Ăна ылтăн тӗслӗ панулмисемпе илемлетсе урам художникӗсем этемшӗн чи малтан çемье пахалăхӗсем хаклă пулмаллине палăртасшăн. Интереслӗ проект. Нефть упракан цистернăсем тӗрлӗ тӗспе ялкăшса тăнине курсан, чăн та, кăмăл çӗкленет. Индустриализаци объекчӗсем çине урăхларах куçпа пăхма тытăнатăн.

Ку чухне «Татнефть» компанин ертӳçин Наиль Магановăн сăмахӗсене илсе кăтартас килет: «Енчен те эпир хамăр пурăнакан вырăна тимлӗх уйăрсан, ăна илемлӗрех тума тăрăшсан, лайăхрах пурăнма тытăнатпăр. Çакăн патне ăнтăлмалла та».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев