Сувар

Бензин вăрланă...тонни-тоннипе

Тутарстан следователӗсем çак кунсенче Элметри васкавлă пулăшу станцийӗн тӗп врачӗн çумӗ, 54-ри Фания Фаттахова енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Вăл экстреннăй лару-тăрура усă курмалли дежурнăй машинăсем валли пăхăннă резерври çунтармалли-сӗрмелли материалсен 4 карточкине сутнă. Çапла майпа станцин 1,3 тонна бензинне тата 1,8 тонна дизель топливине (пӗтӗмпе 114 пин тенкӗлӗх) çук тунă....

Тутарстан следователӗсем çак кунсенче Элметри васкавлă пулăшу станцийӗн тӗп врачӗн çумӗ, 54-ри Фания Фаттахова енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Вăл экстреннăй лару-тăрура усă курмалли дежурнăй машинăсем валли пăхăннă резерври çунтармалли-сӗрмелли материалсен 4 карточкине сутнă.

Çапла майпа станцин 1,3 тонна бензинне тата 1,8 тонна дизель топливине (пӗтӗмпе 114 пин тенкӗлӗх) çук тунă.

Чи тӗлӗнмелли: хӗрарăм çакăн пек преступленишӗн маларах икӗ хутчен (!) судпа айăпланни. Качакана купăста сыхлама шанмаççӗ текен каларăша тӗп тухтăр асра тытман ахăр, унсăрăн вăрласа икӗ хутчен те суд сакки çине ларнă хӗрарăма малалла та станцин пурлăхне шанса паман пулӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: