Сувар

Ку ялти качака кӗтӗвӗ часах ӗнесене хăваласа çитет

Тутарстан районӗнчи ялсем паян пурте пӗр йӗркепе аталанса пыраççӗ, уйрăмлăхсем тӗрлӗ сферăсенчи кăтартусемпе, республикăра ӗçлекен программăсене мӗнле шайра хутшăнса пурнăçланинче кăна. Хăшӗсем пуянрах, теприсем каярах юлса пыраççӗ. Пӗр ял хутлăхӗн тӗслӗхӗнчен те регионти ялсем еплерех аталанса пынине курма пулать. Çавăнпа вулакансене Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарма шутларăмăр. Январӗн...

Тутарстан районӗнчи ялсем паян пурте пӗр йӗркепе аталанса пыраççӗ, уйрăмлăхсем тӗрлӗ сферăсенчи кăтартусемпе, республикăра ӗçлекен программăсене мӗнле шайра хутшăнса пурнăçланинче кăна. Хăшӗсем пуянрах, теприсем каярах юлса пыраççӗ. Пӗр ял хутлăхӗн тӗслӗхӗнчен те регионти ялсем еплерех аталанса пынине курма пулать. Çавăнпа вулакансене Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарма шутларăмăр. Январӗн 20-мӗшӗнче кунта отчет пухăвне ирттернӗ.

Социаллă лару-тăру
2016 çулта ял хутлăхӗн канашне граждансенчен килнӗ заявкăсене тӗпчесен (пӗтӗмпе 58) ял халăхне пуринчен ытларах кил-çурт хуçалăхӗпе, ӗçпе тата ӗçлӗхпе çыхăннă социаллă проблемăсем, çӗр пайӗсемпе çуртсене харпăрлăха куçарасси хумхантарни палăрнă. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Н.Кожуков шантарнă тăрăх, вӗсем кашни ыйтăва шута илнӗ, пӗрне те тимлӗхсӗр хăварман. «2016 çул кашниншӗн хăйне евӗр пулнă. Кӳршӗн, юлташăн, уйрăмах ялăн лару-тăрăвне тӗпрен ăнланма кашни пултараймасть. Анчах ял пурнăçӗ кашнинчен килнине пурин те пӗлмелле. Çемьере, çынсем хушшинче килӗшӳ пулсан, йывăрлăхсене пӗрле пайласан ял малашне те пурăнӗ», - тенӗ вăл.

Демографи лару-тăрăвӗ
Ерӗспел ял хутлăхне Ерӗспелпе Алан ялӗсем кӗреççӗ. Пӗтӗмпе çак тăрăхра 527 çын пурăнать. Ытларахăшӗ чăвашсем (422), вырăссем 48-ăн, тутарсем 38-ăн. Шкула 35 ача çӳрет, шкул çулне çитменнисем 42-ӗн.
Шел те, Ерӗспел ял хутлăхӗн халăхӗ ватăлса пырать. 2016 çулта 8 çын вилнӗ пулсан, çуралаканни пӗрре кăна. Иртнӗ çултипе танлаштарсан, çын шучӗ 18 чухлӗ чакнă.
Бюджет
Иртнӗ çулти тăкаксем ытларах пурăнакансен пурнăç тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă ыйтусене татса пама кайнă. Ерӗспел ял хутлăхӗн çулталăкри бюджечӗ 4 миллион тенкӗ ытла. Паллă ӗнтӗ, тӗп тупăш налогсенчен пухăнать. Сăмахран, уйрăм çынсен тупăшӗнчен, пурлăх çине хурăнакан, çӗршӗн пӗтӗмпе кунта 1 826 986 тенкӗ налог пуçтарнă.
Тирпей-илем кӳресси
Иртнӗ çулти тӗп ӗçсен шутне çулсене юсассине кӗртмелле. Ял хутлăхне кӗрекен çул вăрăмăшӗ 10 километрпа танлашать, вӗсенчен 3,6 километрне асфальт сарнă, 5,5 километрӗ - чуллă çул. Ерӗспелӗнчи çулсем Аланрипе танлаштарсан лайăхрах. Пӗлтӗр кунти пӗр урамри çула 250 метр вак чул сарса тикӗсленӗ, 160 пин тенкӗлӗх. Аланра вара 1500 метр çула тӗпрен юсасси çине 5 миллион тенкӗ кайнă. Малашнехи планра ку ялта 1,5 километр çула юсасси. Проблемăсен шутӗнче хӗллехи вăхăтра çулсене юртан тасатасси кӗрет, ял халăхӗ пӗтӗмӗшле лару-тăрупа кăмăлсăр. Сăмахран, тăманра алансем юр тыткăнне лекеççӗ. Юрать «Ямашнефть» НГДУ нефтяникӗсем пулăшусăр хăвармаççӗ. Пуçлăх уйрăмах «Альметьевск Автодор» ӗçченӗсене - Н.Мокеевпа А.Батырова, нефтяниксене - Н.Адамова, А.Миронова палăртса тав тунă. Проблемăсем пирки калас пулсан, Ерӗспелӗнчи Совет урамӗнчи тата Аланри Тӗп урамри кӗперсем авариллӗ лару-тăрура пулни шухăшлаттарать.
Çитӗнӳсен шутне ял хутлăхӗ 2016 çулта ТР Экономика министерствин конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе 1 миллион тенкӗлӗх гранта тивӗçнине кӗртмелле. Çак укçаран 800 пин тенкине ял урамӗсене çутăпа тивӗçтерме, 200 пин тенкине сцена костюмӗсемпе чӳрече каррисем илме, Культура çурчӗ валли офис сӗтел-пуканне туянма тăкакланă. Самообложени укçипе (200 пин тенкӗ) светильниксене вырнаçтарас, пралуксене тăсас ӗçсене пурнăçланă. 2016 çулхи ноябрь уйăхӗнчен кунта электроэнергишӗн счетчикпа тӳлеме пуçланă, унччен тарифпа тӳлесе ытларах тăкакланă.
Тепӗр çитӗнӳ - Ерӗспел ял хутлăхӗ санитарипе экологи лару-тăрăвӗпе район конкурсӗнче малти вырăнсене йышăнни. Çуркунне çитсен социаллă объектсен умӗнче чечексем, йывăçсем лартаççӗ, урамсене çӳп-çапран тасатаççӗ, çав шут­ра масара та. Н.Кожуков ку енӗпе тав сăмахӗсем кулленхи субботниксене тăтăш хутшăнакансене - А.Петровăна, В.Виноградова, В.Кожуковăна, З.Петровăна, Т.Адамовăна, Г.Кожукова, А.Батырова каланă, ыттисене вӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ. Территорирен çӳп-çап илсе каяссипе ӗçлекен «Инженерные сети» ÇКХ предприятин лайăх ӗçне палăртнă.

Ял хуçалăх аталанăвӗ
Николай Кожуков сăмахӗсемпе, харпăр хуçалăх аталанăвӗ ялта пит мухтанмалли мар. Патшалăх ку енӗпе пулăшу панине шута илсен те. Выльăх-чӗрлӗх шучӗ çулсерен чакса пырать. Мăйракаллă шултра выльăх шучӗ икӗ ялта пурӗ те 67 пуç кăна, сысна - 99, сурăх - 83, качакасем вара 55 пуçран иртмеççӗ. Пуçлăх шучӗпе, патшалăх харпăр хуçалăх тытса пыракансене пулăшас тӗллевпе качакашăн субсиди пани, тен, малашне лару-тăрăва лайăхлатӗ. Çемье фермине йӗркелесе яма шутлакансем те малашне тупăнасса шанать вăл. Ырă улшăнусен шутне ялта утар ӗçӗ аталанма пуçланине кӗртмелле. 30 ытла хуçалăх паян вӗлле хурчӗсене ӗрчетессипе ӗçлет. Вӗллесен шучӗ ку тăрăхра паян 200-пе танлашнă.
Хăй отчетӗнче Николай Кожуков сыв­лăх сыхлав, суту-илӳ ӗçне те хак панă. Ял хутлăхӗнче пурӗ 3 лавкка, ытти районсемпе хуласенчен килекенсене суту-илӳ ӗçне йӗркелеме ятарлă вырăн пур. Культура ӗçӗ те йӗркеллӗ аталанса пырать. Çулсерен ирттерекен мероприятисен шутӗнче - Çăварни, Çӗнтерӳ кунӗ, Çимӗк, Сабантуй уявӗсем, календарьти паллă кунсем, Ватăсен декади. Паллах, паянхи кун сахал мероприяти спонсор пулăшăвӗсӗр иртет. Ку ӗçре вырăнти депутата Н.Глазкова тав туса палăртнă, иртнӗ çул вăл культура мероприятийӗсене хăй шутӗнчен 50 пин тенкӗ парса пулăшнă. Сăмах май, вăл Культура çуртне юсанă çӗре те хутшăннă.

Юлашкинчен
Николай Кожуковăн пӗтӗмлетӗвӗпе, ялти пурнăçа хурлама çук, вăл саманана, вăхăт ыйтнине кура йӗркеленсе пырать. Спорт аталанăвӗ те пур, халăха хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессипе те аван ӗçлеççӗ. Хальхи вăхăтра ку уйрăмах актуаллă. Ку çулти тумалли ӗçсем шутӗнче çулсене юсассине малалла тăсасси, ача-пăча площадкине тăвасси, кӗперсемпе шыв насусӗсен станцийӗсене юсасси тата çӗнӗ масар тăвасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: