Сувар

Чӑваш Сиреньелӗнче кам маттуртарах?

Элмет районӗнчи Чӑваш Сиреньел ялӗнче чи маттурри кам пулнине ял-йышсем июлӗн 1-мӗшӗнче пӗлнӗ. Кунта ҫак кун ял Акатуйӗ иртнӗ иккен. Аслă Çӗнтерӗве 70 çул çитнине халалласа уçнă паркра йӗркеленӗ уявра вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Галина Николаевна Кузьмина пурне те праçникпе саламланӑ май чи малтан ҫуракинче хастар пулнисене парнесем парса чысланӑ....

Элмет районӗнчи Чӑваш Сиреньел ялӗнче чи маттурри кам пулнине ял-йышсем июлӗн 1-мӗшӗнче пӗлнӗ. Кунта ҫак кун ял Акатуйӗ иртнӗ иккен. Аслă Çӗнтерӗве 70 çул çитнине халалласа уçнă паркра йӗркеленӗ уявра вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Галина Николаевна Кузьмина пурне те праçникпе саламланӑ май чи малтан ҫуракинче хастар пулнисене парнесем парса чысланӑ.

Официаллă пай хыççăн чи интересли пуçланнӑ кӑна-ха. Вӑт кунта палӑрнӑ та чи пултаруллипе ҫаврӑнӑҫулли, чи вӑйлипе маттурри. Культура программине сиреньелсем вара йӗркелеме пӗлеҫҫӗ. Вырăнти Культура çурчӗн ӗçченӗсем юрă-ташăпа савăнтарнӑ хушӑрах халăх тӗрлӗ вăйă-конкурссене, ăмăртусене хутшăннӑ.Пӗрисем михӗ тăхăнса, теприсем кашăкпа çăмарта йăтса чупнӑ пулсан, виççӗмӗшӗсем куçа çыхса чӳлмек çӗмӗрнӗ, хӗрарăмсем вара кӗвентепе шыв йăтса кам перекетлӗрех пулнине кăтартнӑ. Тӗл перессипе, вӗрен туртассипе ăмăртакансем те сахалăн пулман. Пӗрене çинче михӗпе тупăшни хăй кăна мӗне тăнӑ теҫҫӗ. Ҫапла майпа сиреньелсен ҫав кун киле пӗрин те тулли кӑмӑл-туйӑмсӑр кайма майӗ те пулман. Ҫитменнине тата йӗркелӳҫӗсем Акатуя халăха купăс каласа ташлаттарнипе вӗçленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: