Сувар

Чыс та хисеп аннесене!

Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхне Николай Владимирович Кожуков ертсе пыма тытăннăранпа Аннесен кунне вырăнти Культура çурчӗпе пӗрле çулсерен çӳллӗ шайра ирттеретпӗр. Ноябрӗн 27-мӗшӗнче те ял Аннесен та Инвалидсен кунне чаплăн паллă турӗ. Çак уявăн тӗп геройӗсем - пиллӗк тата ытларах ача ӳстернӗ анне­сем, вӗсем пирӗн Ерӗспелӗнче 20-ӗн пулчӗç. Вӗсенчен пӗри...

Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхне Николай Владимирович Кожуков ертсе пыма тытăннăранпа Аннесен кунне вырăнти Культура çурчӗпе пӗрле çулсерен çӳллӗ шайра ирттеретпӗр. Ноябрӗн 27-мӗшӗнче те ял Аннесен та Инвалидсен кунне чаплăн паллă турӗ. Çак уявăн тӗп геройӗсем - пиллӗк тата ытларах ача ӳстернӗ анне­сем, вӗсем пирӗн Ерӗспелӗнче 20-ӗн пулчӗç. Вӗсенчен пӗри Çӗнӗ Елань ялӗнчи 11 ача амăшӗ Анна Ивановна Зарубежнова.
Ачаранах сусăррисене те çав кунах саламларăмăр. Вӗсем пирӗн 11-ӗн. Культура çурчӗ çак ятпа пысăк уяв концерчӗ хатӗрлерӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: