Сувар

Элметсен мӗншӗн симӗс тум тăхăнмалла?

Элмет çыннисене район сайчӗ килти шкапсенчен симӗс тумсене кăларма сӗнет. Кунти тепӗр мероприятин тематики шăпах «Симӗс фитнес», «Симӗс тумлă çынсем» иккен. Июлӗн 16-мӗшӗнче уçă сывлăшра тӳлевсӗр иртекен тренировкăсене йӗркелӳçӗсем хула çыннисемпе хăнисене симӗс тумпа килме ыйтаççӗ. Унта хутшăнакансене куншăн проектăн ятарлă атрибутикине тата www.zelfi.ru сайтра рейтинг валли хушма балсем параççӗ....

Элмет çыннисене район сайчӗ килти шкапсенчен симӗс тумсене кăларма сӗнет. Кунти тепӗр мероприятин тематики шăпах «Симӗс фитнес», «Симӗс тумлă çынсем» иккен. Июлӗн 16-мӗшӗнче уçă сывлăшра тӳлевсӗр иртекен тренировкăсене йӗркелӳçӗсем хула çыннисемпе хăнисене симӗс тумпа килме ыйтаççӗ. Унта хутшăнакансене куншăн проектăн ятарлă атрибутикине тата www.zelfi.ru сайтра рейтинг валли хушма балсем параççӗ.

Тӗп спорт программипе пӗрлех çав кун спорт клубӗсен занятийӗсем те пулаççӗ. Тӗслӗхрен, «Яшлек» тата «Шамсинур» лаптăксенчи тренировкăсем çăмăл атлетикăпа пулсан, хула паркӗнче скандинави мелӗпе утасси кӗтет.

«Симӗс фитнес» тренировкăсем Элметпе пӗрле пӗр вăхăтрах Хусан, Анат Кама, Çырчалли хулисенче, пурӗ 15 тӳремре, иртет. Мероприятисем ирхине 10 сехетре пуçланаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: