Сувар

Эпир китайсенчен мӗнпе кайра?

Раççей пек пысăк çӗршывра, пиншер гектар пулăхлă çӗр пур çӗрте пахча çимӗçе ют çӗршывран кӳни чăнах та намăс. Лавккасенче илемлӗн курăнса выртакан ыраха та акă, Китай хăни иккен. Мӗн, çак техӗмлӗ çимӗç хамăр патра ӳсмест-им? Элметри «Овощная долина» ял-хуçалăх проекчӗ Китайран ыхра кӳрсе килекенсемпе тупăшма хатӗрленнине пӗлтернӗ «Татар-информ» агентствăна Элмет...

Раççей пек пысăк çӗршывра, пиншер гектар пулăхлă çӗр пур çӗрте пахча çимӗçе ют çӗршывран кӳни чăнах та намăс. Лавккасенче илемлӗн курăнса выртакан ыраха та акă, Китай хăни иккен. Мӗн, çак техӗмлӗ çимӗç хамăр патра ӳсмест-им?

Элметри «Овощная долина» ял-хуçалăх проекчӗ Китайран ыхра кӳрсе килекенсемпе тупăшма хатӗрленнине пӗлтернӗ «Татар-информ» агентствăна Элмет муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин. Хальхи вăхăтра ыхра производствин технологийӗсене тӗпчес ӗçсем пыраççӗ. Кӗркунне ыхрана лартса хăварма хатӗрленеççӗ. Проекта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та, ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов та ырласа йышăннă. Элметсене эпир те ырласа ку ӗçре ăнăçу тата пысăк тухăç сунатпăр.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: