Сувар

Нюша паян Элметре

(Сăнӳкерчӗк «Знамя труда» хаçатăн). Раççейри паллă эстрада юрăçи Нюша паян пирӗн республикăри Элмет хулинче Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăнчӗ, тесе пӗлтерет Элмет районӗнчи «Знамя труда» хаçат сайчӗ. Мăшăрӗпе Игорь Сивовпа пӗрле вăл хулари «Нефтьче» Культура çуртӗнче вырнаçнă суйлав участокне пырса хăйӗн сассине панă. Суйланă хыççăн юрăçă çапла каланă: «Çӗршыври пӗлтерӗшлӗ мероприятие...

(Сăнӳкерчӗк «Знамя труда» хаçатăн). Раççейри паллă эстрада юрăçи Нюша паян пирӗн республикăри Элмет хулинче Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăнчӗ, тесе пӗлтерет Элмет районӗнчи «Знамя труда» хаçат сайчӗ. Мăшăрӗпе Игорь Сивовпа пӗрле вăл хулари «Нефтьче» Культура çуртӗнче вырнаçнă суйлав участокне пырса хăйӗн сассине панă. Суйланă хыççăн юрăçă çапла каланă: «Çӗршыври пӗлтерӗшлӗ мероприятие хутшăннăшăн савăнатăп. Пурне те хамăрăн гражданла парăма пурнăçлама чӗнетӗп».

Элмет çамрăкӗсем Нюшăна курсан тӳрех хупăрласа илнӗ, унпа селфи тунă, автограф илнӗ. Унтан Культура çурчӗн иккӗмӗш хутӗнче паллă юрăçăпа пресс-конференци иртнӗ. Элмет муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Айрат Хайруллин Элметри çамрăксен пурнăçӗ пирки каласа панă çăлтăра, унтан яш-кӗрӗм Нюшăна ыйтусем панă. Каçхине вара пурте çак кун Элмете хăнана килнӗ юрăçăн концертне курса савăнӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: