Сувар

Шӳт мар вăл счетчик

19 çулти каччă электросчетчика хăй тӗллӗн улăштарма хăтланнă...

Элмет районӗнчи пысăк инкекӗн сăлтавӗ каллех çăмăлттайлăх. Новое Надырово ялӗнче 19 çулти каччă вырсарникун ирхине электросчетчика хăй тӗллӗнех улăштарма хăтланнă-мӗн. Анчах та тахăш самантра ăна ток çапнă. Куракансем кун çинчен 112 телефонпа шăнкăравласа экстренлă службăсене пӗлтернӗ. Çăлавçăсемпе медицина ӗçченӗсем çитнӗ çӗре вăл чăнах та электричество юпи патӗнче выртнă. Шел те, вӗсем ăна нимӗнпе те пулăшайман, мӗншӗн тесен каччă сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: