Сувар

Тутарстан депутачӗсем кашни яла çитме палăртнă

Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ял хутлăхӗн кун-çулӗ тепӗр хаваслă пулăмпа тулчӗ. Ку эрнере унти Çӗнтерӗвӗн 70-çулне халалласа уçнă паркра ача-пăча площадки ӳссе ларчӗ. Ăна уçма муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ольга Павлова, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ринат Хайров килсе çитрӗç. ЯЛСЕМ ТИМЛӖХРЕ «Манăн юратнă картиш» проекта...

Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ял хутлăхӗн кун-çулӗ тепӗр хаваслă пулăмпа тулчӗ. Ку эрнере унти Çӗнтерӗвӗн 70-çулне халалласа уçнă паркра ача-пăча площадки ӳссе ларчӗ. Ăна уçма муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ольга Павлова, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ринат Хайров килсе çитрӗç.

ЯЛСЕМ ТИМЛӖХРЕ

«Манăн юратнă картиш» проекта район пуçлăхӗн Айран Хайруллинăн пуçарăвӗпе тата «Татнефть» пулăшнипе пурнăçлаççӗ. Иртнӗ çул районта 30 ача-пăча тата спорт площадки туса вырнаçтарнă, 10-шне ялсенче. Сиреньелсене ку енӗпе ăнчӗ теес килет. Пурӗ Элмет районӗнче 99 ял. Вӗсенче 50 пине яхăн çын пурăнать. Хăçан сан черетӳ çитессине кӗтес пулсан...

Çапах Элмет районӗнчи чăваш ялӗсене влаçсем тимлӗхсӗр хăвараççӗ тесе калама çук. Кăçал кăна Клемтел ялӗнче Культура çуртне, ял канашӗн çуртне, пуçламăш шкул çуртне юсанă. Ерспелсем те юсанă клубра канăвне ирттерӗç. Сиреньелсен ак ача-пăча площадки. Çак ялта 70 ача. Ачасем валли кунашкал йăпану пурришӗн аслисем хӗпӗртеççӗ, паллах, ял хутлăхӗн пуçлăхне тата район ертӳçине тав тăваççӗ.

ХУЛАРИ ПЕКЕХ

РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ринат Хайров уява пухăннисене саламларӗ. Çынсене сывă пурнăç йӗркине пăхăнса пурнăма, спортпа туслă пулма чӗнчӗ. Паянхи ачасенчен темиçе çултан чемпионсем ӳссе çитӗнессе шаннине пӗлтерчӗ. Ринат Хайрова районти ял хутлăхӗсен аталанăвӗ савăнтарать, мӗншӗн тесен вăл хăй Элметрен.

Ачасем площадкăна уçасса кӗтсе кăна тăнă тейӗн. Гелийпе вӗрсе хăпартнă шарсем тӳпенелле вӗçсе кайсан вӗсем харăссăн вылямалли вырăн еннелле чупса кайрӗç. Кама-тăр тăвайкки килӗшет, кам-тăр таканккипе ярăнасшăн. Ача-пăча савăнăçӗн кӗтесси пӗчӗк сиреньелсен юратнă кану вырăнӗ пуласси паллă. Хулари çурт карттишӗнче те, ял тăрăхӗнче те ачасене пӗр пек условисем туса параççӗ.

ЯЧӖШӖН КĂНА МАР

Кун пек пысăк çынсем килсе хутшăннă мешехесем ирттернӗ чухне ял-йыш илемлӗ енсене кăна кăтартма тăрăшать. Çапах тӗрӗслӗхшӗн çакна та каламалла. Хăнасем чаплă вырăнсенче кăна мар, ялăн хӗсӗк тăкăрлăкӗсенче те пулса курчӗç, ял тăрăх çуран утса çаврăнчӗç. Çынсен çавăнăçӗ-нушипе, планӗсемпе кăсăкланчӗç.

Депутатсем Чăваш Сиреньелӗнче пурăнакан общество хастарӗн Петр Игнатьевăн цехӗнче те пулса курчӗç. Вăл теплицăсемпе беседкăсем туса сутать. Çӗнтерӗвӗн 70-çуллăхне халалланă парка тума вăл хавхалантарнă. Тăван ялне илем-тирпей кӳрес тесе тахçантанпах тăрăшать.

Çак кунах ялти культура çуртӗнче граждансен пухăвӗ пулса иртрӗ. Районти ял хутлăхӗсенче туса ирттернӗ ӗçсем пирки ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Алексей Грушин каласа пачӗ. Вăл ялсенче çулсем сарасси, социаллă объектсене туса юсасси еплерех пыни çинчен пӗлтерчӗ, ял х-çалăхне аталантаракан проектсем çинчен каласа пачӗ.

ÇӖНӖ ПРОЕКТСЕМ

Кивӗ Михайловка ял хутлăхӗн территорийӗнче 10 пин пуç мăйракаллă шултăра выльăх усрамалли вырăн хатӗрлеççӗ, унтах 1200 сăвăнакан ӗнелӗх ферма пулать. Танлаштармалăх пур, паянхи кун Элмет районӗнче мăйракаллă шултăра выльăхсен шучӗ 13 пинрен кăштах кăна иртет. Çак проекта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ырланă, ăна тума республика бюджетӗнчен те укçа уйăрнă.

Çавăн пекех пахча-çимӗçе уçă грунтра ӳстересси те пур элметсен планӗсенче. Ку ӗçре вӗсене Чăваш Республикинчи инвесорсем пулăшма пулнă. Çитес çултан купăстапа хăяра промышленность калăпăшӗсемпе ӳстерсе вырăнтах йӳçӗтме пуçлӗç. Элметсен хăйсен инвесторӗсем те çывăрса лармаççӗ. Çӗнӗ Никольски ял хутлăхӗнче 3000 сурăх усрамалăх ферма корпусӗсем тăваççӗ.

Çакнашкал проетсем пурнăçа кӗрсен Элмет районӗнче ял хуçалăх отраслӗ чӗрӗлме пуçлать, ялсенчи пурнăç условийӗсем те лайăхланса пырӗç. Кăçалхи вырма кăтартăвӗсене иртнӗ çулхисемпе танлаштараймăн, гектартан 25-шер центнер тырă вырса илеççӗ. Вырма лаптăкӗсен 80 процентне тырăран тасатнă.

ПУХУРИ ОТЧЕТ

Чăваш Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Галина Кузьмина отчет турӗ. Чăваш Сиреньел, Вырăс Сиреньел тата Кителга ялӗсенче пурӗ 633 çын пурăнать.

Бюджет шутӗнчен тата спонсорсен шучӗпе территорие тирпейлес ӗçсене ирттернӗ. Иртнӗ çул Кителгари Советская урамӗнчи çулăн 980 метрне республика программипе юсанă. 2015 çулта «Яла Çӗнӗ çул тӗлне капăрлатни» конкурсра Чăваш Сиреньелӗ 2-мӗш вырăн йышннă.

2015 çулта самообложени укçисемпе 476500 тенкӗлӗх ӗç туса ирттернӗ. Вырăс Сиреньелӗнче 280 метр щебенка сарнă. Кăçал çак меслетпе пухăннă укçапа Чăваш Сиреньелӗнчи Строительсен урамне çул сарасшăн. Каласа хăвармалла, чылай ял ку укçасене вăхăтлă пухаймасть, Чăваш Сиреньел ял хутлăхӗ районӗпе малтисен ретӗнче. Ял хутлăхӗн малашнехи планӗсенче те урамсенче çулсем тăвасси. Сăмахран, 2017 çулта Кителгари Хӗвелтухăç урамне, Чăваш Сиреньелӗнчи Николаев урамне щебенка сарса çул тăвасшăн. Кителгари çăлкуçа тирпейлессине те плана кӗртнӗ.

СУЙЛАВ ÇЫВХАРАТЬ

ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Динамо» физкультурăпа спорт обществин председателӗн канашçи Ольга Павлова та пухура сăмах илчӗ. Вăл сăмаха çывхаракан суйлавсем еннелле çавăрса ячӗ. Хăйӗн ӗçӗпе Ольга Павлова республикăри 38 района çитсе курнă. Эмет тăрăхӗнче ăна хулари тата ялсенчи улшăнусем кăмăлне кайнă. 2015 çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Элмет районӗ Тутарстан Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвӗн рейтингӗнче 45 муниципаллă район хушшинче иккӗмӗш вырăн йышăнать. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен элметсенчен хусансем кăна иртсе кайнă.

«Эпӗ чылай çӗрте халăхпа тӗл пулса калаçрăм, çавăнпа та çынсен мӗн пур нуши-терчӗсене пӗлетӗп. Эпир вӗсене хумхантаракан ыйтусене татса пама тăрăшатпăр», - терӗ Ольга Ивановна.

КАНДИДАТ СĂМАХӖ

РФ Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ринат Хайров студент чухне ку тăрăха çӗрулми пуçтарма çӳренисене аса илчӗ. Вăл хăйӗн депутат ӗçӗ çинчен каласа пачӗ. Ринат Хайров 262 закон йышăннă çӗре хутшăннă, пилӗк çул хушшинче вăл 100 ытла законопроекта хатӗрленӗ.

«Регионсен йывăрлăхӗсене пӗлетӗп. РФ Патшалăх Думин депутачӗсен задачи - сирӗн проблемăрсене таса парасси тата граждансене пурăнма хăтлă условисем туса пама тăрăшасси, - палăртрӗ Ринат Хайров. - Эпир, Думăри Тутарстан депутачӗсем, ку чухне пӗр-пӗрне коммунистсемпе единороссене уйăрса тăмастпăр, республикăшăн кирлӗ ӗçсене пӗрле, пӗр команда пек тума тăрăшатпăр. Çавăнпа, ытти регионсемпе танлаштарсан, пирӗн ӗç тухăçлăрах та».

ЫЙТУ-ХУРАВ

Çынсем те чӗнмесӗр лармарӗç. Депутатсене, район пуçлăхне чылай хумхантаракан ыйту пачӗç. Вӗсен шутӗнче ял витӗр тухакан Кузай-Нурлат çулпа йывăр тиевлӗ машинасем нумай çӳрени çынсене кансӗрлени, урамсенче каçхи çутă пулманни, Кителгăра шыв пăрăхӗсене улăштарасси тата ытти те. Айрат Хайруллин чылайăшне çийӗнчех хуравлама тăрăшрӗ. Вăл пухура çӗкленӗ пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлманни çинчен пӗлтерчӗ. Влаçрисем кашни проблемăна тӗплӗн пăхса тухма шантарчӗç. Мӗншӗн тесен ялта пурăнакан суйлакан вăл хăçан та ыттисенчен яваплăрах пулнă.

Юлашкинчен ял хутлăхӗн пурнăçне лайăхлатас тесе тăрăшакансене Элмет районӗн Канашӗн тата ӗçтăвкомӗн Хисеп хучӗсемпе наградăларӗç.

  • {be/2sgpBgUyGeEremote}https://youtu.be/2sgpBgUyGeE{/be/2sgpBgUyGeEremote}
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: