Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ каçару ыйтрӗ

Февралӗн 26-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньелӗнче 11 сехетре администраци çурчӗ умӗнчи ятарласа хатӗрленӗ тӳремре ял çыннисемпе килнӗ хăнасем Çăварни уявлама пуçтарăнчӗç. Çанталăкӗ лайăх, пуçтарăннисен кăмăл савăк, хаваслă музыка, вӗри икерчӗпе чей - çаксем пурте халăх праçникӗн чи ырă паллисем. Йăла тăрăх, уява Çăварни юррисемпе ватă кинемисем уçрӗç. Пуçтарăннă халăха Чăваш...
Февралӗн 26-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньелӗнче 11 сехетре администраци çурчӗ умӗнчи ятарласа хатӗрленӗ тӳремре ял çыннисемпе килнӗ хăнасем Çăварни уявлама пуçтарăнчӗç. Çанталăкӗ лайăх, пуçтарăннисен кăмăл савăк, хаваслă музыка, вӗри икерчӗпе чей - çаксем пурте халăх праçникӗн чи ырă паллисем. Йăла тăрăх, уява Çăварни юррисемпе ватă кинемисем уçрӗç.
Пуçтарăннă халăха Чăваш Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Галина Кузьмина саламларӗ. Вырсарникунхи каçару ыйтмалли кунра ял çыннисенчен ăнсăртран е пӗлмесӗр кӳрентернӗшӗн каçару ыйтрӗ, пурне те сывлăх, телейпе ăнăçу сунчӗ. Малалла уяв «Тамаша» ушкăнӗн театрализациленӗ постановкипе тăсăлчӗ. Тӳрккес кинеми Хӗлле (Н.Кулакова) Çуркуннене (Е.Тихонова) хăйӗнчен ирттересшӗн мар пулса тӗрлӗ сăтăрла ӗçсем тăвать. Скоморохсем (М.Фроловпа В.Ульдюкова) Хӗллепе Çуркуннен командисем хушшинче ăмăрту йӗркелерӗç. Вӗрен те туртрӗç, пӗрене те касса татрӗç, чупрӗç, «Павлин хӳри», «Шарсем çинчи кӗрешӳ» тата ытти вăйăсем вылярӗç.
Ăмăрту пынă хушăра куракансене «Сирень» вокал ушкăнӗпе «Пилеш» ташă ушкăнӗ тата «Нарспи» фольклор ансамблӗ юрласа ташласа савăнтарчӗç.
Уявăн кульминацийӗ вара «Хӗл карчăкне» çунтарнипе, вучах тавра карталанса ташланипе вӗçленчӗ. Мероприятие пурӗ 182 çын хутшăнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
20 мая 2022 - 10:40Николай Никольские чысланă çӗрте хусансем те пулнă Çу уйăхӗн 19-мӗшӗнче чăваш интеллигенцийӗ Муркаш районӗнчи Купăрляна пухăннă. Кунта 144 çул каялла чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ - истори наукисен докторӗ тата пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑ. Çавăнпа та çак мероприятие Муркаш районӗн çӗнӗ пуçлăхӗ те, администраци ертӳçи те сиктерсе хăварас темен.1900
-
20 мая 2022 - 07:54Çулсем тата лайăхрах пулма пултараççӗ Министрсен Кабинечӗ Тутарстанăн транспорт системине аталантарма 100 миллиард тенкӗ ытларах уйăрать3700
-
19 мая 2022 - 16:07Тутарстанри журналистсене пичет кунӗпе саламлатпӑр! Паян Тутарстан журналисчӗсем Пичет кунне уявлаҫҫӗ. «ТАТМЕДИА» акционерлӑ обществон генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков ӗҫтешсене уяв ячӗпе саламларӗ13000
-
19 мая 2022 - 15:24Икӗ халӑх - икӗ шӑпа Туслӑх ҫуртӗнче "Икӗ халӑх - ик шӑпа" ятпа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртет. Унта тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис тата чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хутшӑнчӗҫ11700
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!700
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!600
-
29 апреля 2022 - 11:24Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăрÇăвăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич СЕЛИВАНОВСЕМ мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвӗç. Анне нумай çул фельдшерта, атте ял хуçалăхӗнче тăрăшнă. Халӗ те ӗçсӗр лармаççӗ – килти хуçалăхра тăрăшаççӗ, вӗлле хурчӗ тытаççӗ, çулла çырла-кăмпана çӳреççӗ.54400
-
17 мая 2022 - 09:11Команда АО «Транснефть-Прикамье» приняла участие в Казанском марафоне Команда АО «Транснефть - Прикамье» приняла участие в ежегодном Казанском марафоне. 14-15 мая представители Альметьевского, Казанского, Ромашкинского и Пермского районных нефтепроводных управлений (РНУ) и аппарата управления, а также члены их семей стали участниками забега на различные дистанции - всего более 40 человек.30201
-
17 мая 2022 - 08:15Санкцисене хирӗҫ пирӗн хурав Федераллӑ бюджет импорта ылмаштарма Тутарстана тата 2,5 млрд тенкӗ уйӑрса парать25500
-
18 мая 2022 - 09:23Рустам Минниханов «Каравон» уява ирттерес датӑна ҫирӗплетнӗ Республика Президенчӗн указӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявӗ Тутарстанра майӑн 28-мӗшӗнче иртет.24201
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика