Сувар

Ял шанчӑклӑ алӑра!

Хамăр мӗнле условисенче пурăннине пӗлес тесен урăх региона кăна каймалла. Уйрăмлăха республика чиккинчен тухсанах куратăн. Пирӗн ялсем тирпейлӗ, çулсем яка, вӗр-çӗнӗ социаллă культура объекчӗсем... Ку вăл Павительствăн кăна мар, вырăнти влаçăн та тăрăшуллă ӗçӗ. Ял тирпейӗ чи малтан ӗçе йӗркелеме пӗлекен ял хутлăхӗн ертӳçисенчен килет-çке. Тутарстанри вырăнти хăйтытăмлăх системи Раççейре...

Хамăр мӗнле условисенче пурăннине пӗлес тесен урăх региона кăна каймалла. Уйрăмлăха республика чиккинчен тухсанах куратăн. Пирӗн ялсем тирпейлӗ, çулсем яка, вӗр-çӗнӗ социаллă культура объекчӗсем... Ку вăл Павительствăн кăна мар, вырăнти влаçăн та тăрăшуллă ӗçӗ. Ял тирпейӗ чи малтан ӗçе йӗркелеме пӗлекен ял хутлăхӗн ертӳçисенчен килет-çке.

Тутарстанри вырăнти хăйтытăмлăх системи Раççейре чи курăмли. Пирӗн пӗтӗмпе 956 муниципаллă йӗркеленӳ: икӗ хула округӗ, 43 муниципаллă район, 39 хула тата 872 ял хутлăхӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 6,5 пин муниципаллă служащи тата 7,7 пин депутат ӗçлет. Мӗнпур муниципалитета «ТР муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ» ассоциаци пӗрлештерет.

Халăх шучӗпе республикăра виççӗмӗш вырăн йышăнакан чăвашсен ял хутлăхӗсене те мухтамалăх пур. Çак йывăр тиеве хӗрарăмсем туратканнисене уйрăмах. Кун пек ял хутлăхӗсем тата вăйлăрах тирпейпе уйрăлса тăраççӗ. Ку ӗнтӗ хӗрарăма çутçанталăк вучаха упрама панă инстинктпа та çыхăннă пуль-ха. Апла-и, капла -ку, пӗр сăмахпа, пирӗн хӗрарӑмсем маттур!

Элмет районӗнчи Сиреньел ял хутлăхне ертсе пыракан Галина Николаевна Кузьмина шăпах çавсенчен пӗри. Вăл çак ял хутлăхне нумай çул ертсе пырать ӗнтӗ, ял проблемисене унран лайăх чухлакан чăваш урăх çук та пуль пирӗн хушăмăрта. Ӗç кăтартăвӗ те унăн курăмлă, юлашки çулсенче кăна вӗсем Чăваш Сиреньелӗнче миçе пысăк ӗç пурнăçларӗç: вырăнти çăла тирпейлерӗç, çемье садикӗ, вăрçă ветеранӗсемпе ачисене халалланă парк уçрӗç тата ытти те.

Галина Николаевнăн тăрăшуллă ӗçне кăçал тивӗçлипе хакларӗ республика. Хусан Кремлӗнче иртнӗ Вырăнти хăйтытăмлăх кунӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ăна «Тутарстан Республикин хăйтытăмлăхне аталантарнăшăн» медальпе наградăларӗ.

Кăшт каярах юлтăмăр пулин те, Галина Николаевнăна çак ятпа эпир хамăр вулакансен ятӗнчен хӗрӳллӗн саламлатпăр. Малашне те чăваш ятне çӳлте тытма, çăмăл мар ӗçе туртма çирӗп сывлăх, вăй-хал, ăнăçу сунатпăр!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: