Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Çуркунне хăйне ан кӗттертӗр

(Елена Тихонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Февралӗн 18-мӗшӗнче ытти çӗрти пекех, Элмет районӗнчи сиреньелсем те килте лармарӗç. Ял хутлăхӗн кантурӗ умӗнчи тӳреме ирхине 10 сехет тӗлнех пуçтарăнма тытăнчӗç. Çуркунне хăйне нумай ан кӗттертӗр тесен хӗле тивӗçлӗн ăсатмалла. Клуб ӗçченӗсем уяв мероприятине яланхи пекех интереслӗ тума тăрăшрӗç. Ирех урамра сăмавар кашласа вӗрерӗ, тин...

(Елена Тихонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Февралӗн 18-мӗшӗнче ытти çӗрти пекех, Элмет районӗнчи сиреньелсем те килте лармарӗç. Ял хутлăхӗн кантурӗ умӗнчи тӳреме ирхине 10 сехет тӗлнех пуçтарăнма тытăнчӗç. Çуркунне хăйне нумай ан кӗттертӗр тесен хӗле тивӗçлӗн ăсатмалла. Клуб ӗçченӗсем уяв мероприятине яланхи пекех интереслӗ тума тăрăшрӗç. Ирех урамра сăмавар кашласа вӗрерӗ, тин кăна пӗçернӗ икерчӗ пăсланса ларчӗ. Иккӗмӗшне - хӗвел паллине - пылпа, варенипе тутанса пăхма пулатчӗ. Паллах, таврана тутлă шăршă сарса кăвар çинче шашлык пиçрӗ...

Авалхи йăлапа уява ваттисем Çăварни юррипе пуçларӗç, унтан Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Дмитрий Севастьянов саламларӗ. Пуçланчӗ вара уяв мешехи: вăйăсем, конкурссем, ăмăртусем, катаччи. Хӗрарăмсем витрепе шыв йăтса чупнă вăхăтра, арçынсем вутă çурса ăмăртрӗç. Шăпăрпа юр чăмаккисене куçарни те мӗне тăчӗ. Ачасен кăмăлне те тупма пӗлчӗç аслисем, вӗсене лаша кӳлсех катаччи ярăнтарчӗç.

Конкурссемпе вăйăсен хушшинче «Çăлкуç», «Сирень» тата «Нарспи» ансамбльсен юрри-ташши темле кичем çынна та йăл култарчӗç. «Хӗл карчăкне» çунтарнă май ун йӗри-тавра картана тăрса юрласа хӗле ăсатрăмăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев