Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Ерӗспелсене паян 6-ри ача ура çине тăратнă

Паян ирхине ирех Элмет районӗнчи ерӗспелсен шартах сикме тивнине хыпарлать МЧС пресс-служби. 6-ри ача 7 сехет те 10 минутра выляма тесе урама тухнă та куçран пач çухалнă. Ялпа юнашарах вăрман ӳснӗрен ашшӗ-амăшне ăнланма пулать, ара, ачапа темӗн те пулма пултарнă-çке. Шăпах çавăнпа çăлавçăсене чӗнтернӗ те вӗсем. Кун пек чух ял-йышăн...

Паян ирхине ирех Элмет районӗнчи ерӗспелсен шартах сикме тивнине хыпарлать МЧС пресс-служби. 6-ри ача 7 сехет те 10 минутра выляма тесе урама тухнă та куçран пач çухалнă.

Ялпа юнашарах вăрман ӳснӗрен ашшӗ-амăшне ăнланма пулать, ара, ачапа темӗн те пулма пултарнă-çке. Шăпах çавăнпа çăлавçăсене чӗнтернӗ те вӗсем. Кун пек чух ял-йышăн та сехри хăпмасть мар, мӗн каласан та ача çухалнă вӗт. Çапла пӗтӗм ял ура çине тăнă, самантрах шырав ӗçӗсем пуçланнă.

6-ри арçын ача вара тепӗр икӗ сехетрен ним пулман пекех хăйех киле таврăннă. Çак вăхăтра вăл велосипедпа ярăннă иккен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев