Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Иовлева 18-мӗшӗнче элметсемпе тӗл пулать

Çуллен кӗркуннерен пуçласа çуркуннеччен уйăхра пӗрре Элмет район чăвашӗсен Элмет хулинчи Çамрăксен центрӗнче Чăваш культурин кунне ирттересси йăлара. Чăваш артисчӗсен концертне ирттернипе кăна çырлахмаççӗ вӗсем. Тӗлпулăва сумлă чăвашсене те чӗнеççӗ. Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи, Николай Сорокин тата ыттисем килнӗ. Паллă культура ӗçченӗсемпе, çыравçăсемпе тӗлпулусем яланах халăхпа ыйту-хурав формачӗпе...

Çуллен кӗркуннерен пуçласа çуркуннеччен уйăхра пӗрре Элмет район чăвашӗсен Элмет хулинчи Çамрăксен центрӗнче Чăваш культурин кунне ирттересси йăлара. Чăваш артисчӗсен концертне ирттернипе кăна çырлахмаççӗ вӗсем. Тӗлпулăва сумлă чăвашсене те чӗнеççӗ. Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи, Николай Сорокин тата ыттисем килнӗ. Паллă культура ӗçченӗсемпе, çыравçăсемпе тӗлпулусем яланах халăхпа ыйту-хурав формачӗпе иртеççӗ иккен. Ку вара тăван культурăпа тата çывăхрах паллашма пулăшать.

Район администраци пуçлăхӗ чăвашсене культурăллă аталанма çулталăкне икӗ хутчен залпа тӳлевсӗр усă курма ирӗк парать иккен. Элмет чăвашӗсем тепӗр Чăваш культура кунне ноябрӗн 18-мӗшӗнче ирттерме планланă. Вӗсем патне тӗлпулăва Чăваш халăх артистки, ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Иовлева килет. Паллах, концерт кăна мар, малтан унпа тӗлпулу пулать. Элмет чăвашӗсемшӗн ку тӗлпулу та хаваслă та усăллă иртетех. Мӗншӗн тесен халăха концерт кăтартнисӗр пуçне Елена Иовлева чăваш театрӗ çинчен каласа парӗ.

Кăмăллипе усăллине пӗрлештерес ăсталăх пуртан элметсем марттур та. Вӗсем ырă йăласене ачасене мӗн пӗчӗкрен хăнăхтарса ӳстереççӗ. Çавăнпа кунта чӗлхи те, тӗнӗ те манăçмасть, мӗншӗн тесен манăçма памаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев