Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Тӗне кӗмен чăвашсем патӗнче (видео пур)

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пӳсрек Элмет районӗнчи Патраклă ялӗн çывăхӗнче вырнаçнă. Вырăнӗ питӗ илемлӗ, хăтлă. 12 çул каялла пулнăччӗ кунта, çӗнӗ Культура çурчӗ уçнă вăхăтра. Ун чухне пӗр, ытти ялсенче сахал е пачах та çук япалана асăрханăччӗ. Чунпа уçă çынсене. Пӗтӗм пултарулăхне кăтартасшăн тăрăшрӗç пӳсрексем ун чухне - ватти те,...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пӳсрек Элмет районӗнчи Патраклă ялӗн çывăхӗнче вырнаçнă. Вырăнӗ питӗ илемлӗ, хăтлă. 12 çул каялла пулнăччӗ кунта, çӗнӗ Культура çурчӗ уçнă вăхăтра. Ун чухне пӗр, ытти ялсенче сахал е пачах та çук япалана асăрханăччӗ. Чунпа уçă çынсене. Пӗтӗм пултарулăхне кăтартасшăн тăрăшрӗç пӳсрексем ун чухне - ватти те, вӗтти те - çунса тăраççӗ. Тăван кӗтесе çакăн пек юратакансем те пур иккен тесе тӗлӗннӗччӗ. Çак пулăм хăйӗн çутă саманчӗсемпе халӗ те асра ырă шухăшсем çуратать.

Çак ялăн паянхи хавалӗ те иксӗлмен, çынсем клубран çӳллӗрех çуртсем ларта-ларта йăвасем çавăраççӗ. Ача ӳстереççӗ, ӗç йӗркелеççӗ, пурăнаççӗ. Хăйсен аваллăхӗпе те кăсăклансах тăраççӗ пӳсрексем. 300 çул каялла кунта килсе тӗпленнӗ пӗрремӗш çынсен ячӗсене те астăваççӗ. 1920-мӗш çулсен вӗçӗнче çӗнӗ çӗр шыраса ялтан Азнакай районне куçса кайнă ентешӗсене те манмаççӗ кунта. Тутарстан чиккинче вырнаçнă пысăках мар Çуткӳль ялӗпе тăванла çыхăну тытса тăраççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен çӗнтерӳпе таврăннă çынсен портречӗсенчен стенд тунă. Унти ятсем ман пек килен-каякана тарăн шухăша яраççӗ.

Декабрӗн 2-мӗшӗнче ял халăхӗ клуба тепӗр савăнăçлă сăлтавпа пухăнчӗ. Пӳсрекӗн паллă çыннин Светлана Мукминован юбилей. Хăй тӗллӗн музыкăна вӗреннӗ сăвăçăн уяв каçне пултарулăх отчечӗ пек ирттерчӗç вырăнти культура ӗçченӗсем.

Ялсенче сăвă çырса аппаланакана хисеплесси - сайра тӗл пулакан япала. Ăнлансах касшăн мар ун пеккисене. Çав вăхăтра чунӗпе поэзие парăннă çыншăн сăвă çырса юрă хайласси чӗре киленӗвне çаврăнать. Ан тив, малтанлăха, тен, пит чаплах ан тухчăр йӗркесем, сăмах майлашăвӗсем те хăш чухне çыпăçăнсах кайччăр, этем пӗтӗм кăмăлтан тăрăшни чи малтан ăна хăйне çӗклет. Светлана Тимофеевнăн пултарулăхӗ те çынсене тӳрех тыткăнламан. Малтан пӗр çын юрласа пăхать ун юррисене, унтан тепри. Килӗшет. Акă ушкăнӗпех шăрантарма пуçлаççӗ. Пӳсрекре «Палан» тата «Пилеш» ятлă юрă ансамблӗсем пур, вӗсем унта пӗр юрă, кунта пӗр юрă юрласа ял авторне майӗпен чапа кăларма тытăнаççӗ. Светлана Мукминова хăй те юрлама юратать. Çапах «Кукамайпа кукаçей», «Пӳсӗрек», «Патраклăри уяв» юрăсене ушкăнпа юрланине итлеме кăмăллăрахчӗ. Вырăсла çырнисенчен «Альметьевск» тата «Победа» юррисем кăмăла кайрӗç. Çапла тулли зал концерт тăршшӗпе алă çупса ларчӗ. Тăван ялӗ çинчен юрă шăрансан куракансем ăна ура çине тăрса итлерӗç. Вӗсем нумайччен хыттăн алă çупни Культура çурчӗн чӳречисене те чӗтреттерчӗ.

Ял хăйӗн пултаруллă çыннипе çапларах мăнаçланни савăнтарчӗ мана. Светалана Тимофеевна спортпа питӗ туслă, йӗлтӗрпе чупма хастар, çунтанталăка сăнама юратать. Куракансем ăна нумай нумай чечек çыххи парнелерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев