Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Павлă (Бавлинский)

Павлăсем «Чăваш пики» суйларӗç

Тутарстанри «Чăваш пики» конкурса çамрăксем патне хывнă чи кӗске кӗперпе танлаштарма пулать. Вăйпа ирӗксӗрлемесӗрех вăл пирӗн ачасене тăван культурăпа интересленме илӗртет. Мӗнле хӗрупраçăн хитре тум тăхăнса хăйне кăтартас ан килтӗр? Вăт çапла çемçен, чăваш халăх тумӗ, капăрлăхӗсем урлă çак конкурс тăван культурăн алăкӗсене яри уçать. Унта хутшăнас килет-тӗк сăввине те,...

Тутарстанри «Чăваш пики» конкурса çамрăксем патне хывнă чи кӗске кӗперпе танлаштарма пулать. Вăйпа ирӗксӗрлемесӗрех вăл пирӗн ачасене тăван культурăпа интересленме илӗртет. Мӗнле хӗрупраçăн хитре тум тăхăнса хăйне кăтартас ан килтӗр? Вăт çапла çемçен, чăваш халăх тумӗ, капăрлăхӗсем урлă çак конкурс тăван культурăн алăкӗсене яри уçать. Унта хутшăнас килет-тӗк сăввине те, юррине те, ташшине те чăвашлине пӗлмелле. Республикăри чăваш халăхӗ те ырласа йышăнчӗ ăна, хусансене кӗтмесӗрех районсенче ирттерме тăрăшаççӗ. Ара, майне тахçанах кăтартса панă.

Çапла апрелӗн 26-мӗшӗнче Павлă районӗнчи Потапово-Тăмпăрлăри Культура çур­тӗнче «Чăваш пики - 2017» конкурс пулчӗ. Ăна Павлă районӗн культура уйрăмӗ «БлагоДарение» ыркăмăллăх фончӗ пулăшнипе йӗркеленӗ. Унта пурӗ 6 хӗр хутшăнчӗ. Эльвина Фарраховăпа Наталья Шевелева Потапово-Тăмпăрлăран, Анастасия Дмитриева Васькино-Туйраллăран, сăмах май, ку хӗр иртнӗ çулта Нурлатра иртнӗ «Уяв пикине» те хутшăннăччӗ. Жюри ун чухне ăна пит палăртмарӗ. Хӗр ача çав тери вăтанчăк, сцена çинче хăйне ирӗклӗ туйманни вăйлă палăрчӗ, пӗр сăмахпа, хăй илемне уçса параймарӗ. Халӗ вара палламалла мар улшăнса кайнă. Сцена çине акăш пек шуса, ирӗклӗн, анчах сăпайлăн утса тухрӗ. Ак мӗнлерех вăй иккен конкурс­ра, вăл чăваш хӗрӗсене хăйсене тивӗçлипе хаклама-шанма вӗрентет. Çакăнта унăн социаллă пӗлтерӗшӗ. Айлита Еремеева, Анна Вдовина, Карина Иванова вара Усăллă ялӗнчен пулчӗç.

Конкурс йышăннă йӗркепе 6 тап­хăртан тăчӗ: «Визитка», «Эрудитсен конкурсӗ», «Наци костюмӗ», «Пултарулăх конкурсӗ», «Наци апачӗ», «Капăр кӗпе». Тапхăртан-тапхăра хӗрсем куракансемшӗн ытларах уçăлса пычӗç. Пӗри хитре ташлать, тепри юрлать, виççӗмӗшӗн артист пултарулăхӗ курăнать, тăваттăмӗшӗ ăс-тăнӗпе илет. Жюрие çӗнтерӳçӗсене суйлама çăмăл пулмарӗ. Вӗсен хушшинче «Чă­ваш пики» конкурс директорӗ тата пуçараканӗ Сильвия Чаркина (жюри председателӗ), Павлă район пуçлăхӗн çумӗ Ринат Хамидуллин, Павлăри ЧНКЦ председателӗ, Чăваш Республикин культура тава ти­вӗçлӗ ӗçченӗ, писатель Виталий Козлов, «Слава труду» район хаçачӗн, Павлăри телерадиокомпанин тӗп редакторӗ Азат Зиннуров, Удмурт-Ташлински ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Дегтярев пулчӗç. Сăмах май, павлăсем конкурса çӗнӗлӗх те кӗртнӗ, жюри хӗрсене КВНри евӗр тӳрех хак­ласа балсем лартса пычӗ, уççăн. Чи çирӗп хаклакана, Сильвия Чаркинăна, мероприятие ертсе пыракансем шӳтлесе Гусманпа та танлаштарчӗç. Ринат Хамидуллин вара пурне те 7 балл лартса пычӗ. Чӗннӗ хăнасен шутӗнче Павлă район Ӗçтăвкомӗн пуçлăх çумӗ Ильмира Хуснуллина, культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Рамзия Муратова, «БлагоДарение» ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Рузиля Шаймарданова, ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗ Вера Юнусова пулчӗç.

Икӗ сехет ытларах пынă конкурс сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Куракансене пуринчен ытла пултарулăх конкурсӗ килӗшни палăрчӗ. Хӗрсем юрласа ташланине тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç. Залра ларакан юлташӗсем вара сцена çинчи тусӗсене хавхалантарсах тăчӗç. Пикесем черетлӗ конкурса хатӗрленнӗ вăхăтра куракансене вырăнти ансамбльсемпе юрăçсем кичемленме памарӗç.

«Чăваш пики» конкурсăн Хусанта иртекен республика тапхăрӗнче пулнисем вăл еп­лерех иртнине пӗлеççӗ, Сильвия Чаркина ăна çӳллӗ шайра йӗркелет. Кунта та унăн алли сисӗнчӗ. Вырăнти шкулта мероприяти пынă вăхăтра вăл темиçе сехет хушшинчех хӗрсен сцена çине тухас йӗркине якатма ӗлкӗрчӗ.

Конкурсăн чи хумхануллă саманчӗ - финал. Жюри пӗр шухăшлă пулса пӗрремӗш вы­рăна - «Чăваш пики» ята Анастасия Дмитриевăна пачӗ, Эльвина Фарраховăпа Айлита Еремеева иккӗмӗшпе виççӗмӗш вырăнсене йышăнса вице-мисс пулса тăчӗç. Конкурса хутшăннисем пурте дипломсемпе парнесене тивӗçрӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх çӗнтерӳçе тухья, вице-миссене масмак тăхăнтартрӗç.

Конкурс Павлă район администрацийӗ ятӗнчен килнӗ хăнасене тав çырăвӗсемпе наградăланипе вӗçленчӗ. Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Хисеп хучӗсене тивӗçнисем те Павлăра нумайăн пулчӗç.

«Слава труду» хаçатри Ш.Мирзаханов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев