Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Павлă (Бавлинский)

Ялӗ пӗтнӗ, çыннисем юлнă

Павлă районӗнче Васькино-Туйраллăран пӗр çухрăмра ларакан XI лет Октября поселок Октябрь революцийӗ 11 çул тултарсан Туйраллă ял çыннисем куçса кайса тӗпленнипе йӗркеленнӗ. Колхоза вара 1928 çулта Григорий Иустинович Ижуткин пуçарса янă. Совет влаçӗ 11 çул тултарнă хыççăн пулса кайнă посёлоксем, ялсем çӗршывра питӗ нумай пулнă, мӗншӗн тесен вăл вăхăтра ялсенчен...

Павлă районӗнче Васькино-Туйраллăран пӗр çухрăмра ларакан XI лет Октября поселок Октябрь революцийӗ 11 çул тултарсан Туйраллă ял çыннисем куçса кайса тӗпленнипе йӗркеленнӗ. Колхоза вара 1928 çулта Григорий Иустинович Ижуткин пуçарса янă.

Совет влаçӗ 11 çул тултарнă хыççăн пулса кайнă посёлоксем, ялсем çӗршывра питӗ нумай пулнă, мӗншӗн тесен вăл вăхăтра ялсенчен хуторсене уйрăлса тухма ирӗк панă.
Поселокăн вырăнӗ питӗ илемлӗ вара. Михайлова Клавчи аппа каласа панă тăрăх, ку вырăнта ӗлӗк çул пулнă. Çавăнпа пурăна-киле поселок пӗтет тенӗ ӗлӗкхи çынсем. Вăрçă вăхăтӗнче шкул та лартнă пулнă, каярах ăна Туйралла куçарса килнӗ. Лаша вити вырăнӗ те пурччӗ, тырă кӗлечӗсем те, силос шăтăкӗ те. Максим Кириллович Демидов ӗçленӗ вăхăтра (1955 çулта) теплица лартнăччӗ. Каярах ун вырăнне чăх ферми турӗç.
Эпир пурăннă вăхăтра ача-пăча та йышлăччӗ унта. Пирӗн çурт çывăхӗнче яланах тӗрлӗ вăйă выляттăмăр. Уявсенче тусем çине хăпараттăмăр.
Поселокра пурӗ 40 киле яхăн пулнă. Халӗ 3 çурт çеç юлнă. Хӗлле кунта никам та пурăнмасть. Посёлок çыннисем эпир июнь уйăхӗнче тӗл пулма шухăшларăмăр. Тӗлпулăва ял-йышсем Астрахань облаçӗнчен те килсе çитрӗç, пурте пӗрле пӗртăвансем пек кăмăллăн калаçса лартăмăр. Каç пулсан та киле саланас килмерӗ.

XI лет Октября поселок пуçланса кайнăранпа 2018 çулта 90 çул пулать. Хамăр ялта çуралнă, халӗ çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесне саланнисем тепӗр çул та тӗл пулма ӗмӗтленетпӗр-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев