Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Çарăмсанти Прокопьевсем – иккӗмӗш!

Декабрӗн 8-10-мӗшӗсенче Суздаль хулинче «Нумай нациллӗ Раççейри çемье» форумпа VIII Çемье династийӗсен «Вера. Надежда. Любовь» халăхсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Раççейрен, Узбекистанран, Белоруссирен, Украинăран, Казахстанран, Азербайджанран пурӗ 500 ытла делегат (пултарулăх ушкăнӗсем, талантлă ачасем, нумай ачаллă çемьесем, тăлăх ачасем) пуçтарăннă. Хаклă хăнасен йышӗнче фестиваль президенчӗ, кинорежиссер, сценарист, пурте юратакан «Ералаш» киножурнал...

Декабрӗн 8-10-мӗшӗсенче Суздаль хулинче «Нумай нациллӗ Раççейри çемье» форумпа VIII Çемье династийӗсен «Вера. Надежда. Любовь» халăхсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Раççейрен, Узбекистанран, Белоруссирен, Украинăран, Казахстанран, Азербайджанран пурӗ 500 ытла делегат (пултарулăх ушкăнӗсем, талантлă ачасем, нумай ачаллă çемьесем, тăлăх ачасем) пуçтарăннă. Хаклă хăнасен йышӗнче фестиваль президенчӗ, кинорежиссер, сценарист, пурте юратакан «Ералаш» киножурнал «ашшӗ» Борис Грачевский пулнă. Фестивале Тутарстан чăвашӗсем, Çарăмсан районӗнчи Сосновка ялӗнче пурăнакан Прокопьевсем те хутшăнчӗç.

Прокопьевсем çемье династийӗн «Вера. Надежда. Любовь» фестивалӗн регионти тапхăрӗнче çӗнтерсе финала тухни пирки вулакансене пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ эпир, «Сувар» хаçат вӗсем патӗнче хăнара та пулнăччӗ. Суздальте иртекен финалта ентешсем палăрасса иккӗленмен те эпир, мӗншӗн тесен вӗсем чăнах та питӗ маттур, çемйипех. Аса илтеретпӗр, Николай ТР ШӖМӗн ветеранӗ, Людмила Сосновкăри пуçламăш классен учителӗ. Финалта хӗрӗсем, Вăтăр Юман Киремет шкулӗнче 3 тата 9-мӗш классенче вӗренекен Никăпа Ариадна та, хăйсем маттурине кăтартрӗç.
Çемье финалта конкурслă темиçе номинацие хутшăннă, кашнинчех мӗнпе-тӗр палăрма тăрăшнă. «Çемье портфолийи» номинацире, тӗслӗхрен, хăйсем çинчен фотоархивсăр пуçне наци йăла-йӗркипе видеоролик та хатӗрленӗ. Унта вӗсем Сосновка ялӗнче çулсерен иртекен Уява пӗтӗм ял-йыш мӗнле ирттернине кăтартнă. Ариаднăпа Ника вара тăванӗсен ал тупанӗсене хутран касса «чăрăш» евӗр «Йăх йывăççине» хатӗрлеме те ӳркенмен. «Чăрăша» тăванӗсен ячӗллӗ теттесемпе илемлетнӗ. Хăйсен йăхӗ çинчен мини-спектакль та кăтартса панă.
«Манăн професси - манăн мăнаçлăх» номинацире Людмила Владимировна пуçламăш классен учителӗн профессийӗ, Сосновка шкулӗнчи ӗçӗ çинчен каласа панă. «Çемье спорчӗ» номинацире те кăтартмалли çитӗнӗвӗсем нумай Прокопьев­сен, çемье мӗнле-мӗнле ăмăртусене хутшăннин, вӗсенчен призерсемпе çӗнтерӳçӗсем пул­са наградăсене тивӗçнин презентацине йӗркеленӗ. «Ман асаннен юратнă юрри» номинацире Ариаднăпа Ника каллех палăрма ӗлкӗрнӗ, вӗсем пухăннисене чăвашла юрласа тӗлӗнтернӗ. «Ман тăрăхри юратнă юрă» номинацире те Прокопьевсем хăйсем чăвашсем пулнине аса илтернӗ, ялта юратакан чăвашла юрра купăс каласа юрласа панă. Палăртса хăварар, купăсне çемье пуçӗ Николай хăйех калать. «Çемьен пултарулăх мастерскойӗ» номинаци валли тăм теттесем, тӗрӗсем, тухья-хушпусем хатӗрленӗ. «Ыр­кăмăллăх лавӗ» номинаци­ре вара Ариаднăпа Ника тата хытăрах тӗлӗнтернӗ, вӗсем хăйсем печенисем пӗçерсе «Хавас­лă ачалăх» ят панă, рецептне çырнисӗр, сăн ӳкернисӗр пуçне ытти ачасене çак печенисене карамель пастипе илемлетессипе мастер-класс кăтартнă. Пуç­тарăннă ачасем вӗсемпе пӗрле печенисене хаваспах илемлетсе çини пурин кăмăлне те уçнă. Людмила Владимировна та мастер-класс кăтартмасăр юлман. Декабрӗн 9-мӗшӗнче тăварлă чустаран хатӗрлесе «Телее» ят панă парнесене илемлетме вӗрентнӗ вăл. 10-мӗшӗнче вара салфеткăсенчен пысăк чечексем туса панно хатӗрленӗшӗн Тав çырăвне тивӗçнӗ.
Çакăн пек тăрăшуллă çемье, паллах, тимлӗхсӗр юлман. Çарăмсанти Прокопьевсем пӗ­тӗмӗшле балсем тăрăх фес­тивальте II вырăн йышăннă! Киле II степеньлӗ дипломпа, «Во славу Отечества» медальпе тата хаклă парнесемпе таврăннă. Ентешсене «Сувар» вулаканӗсен ятӗнчен эпир те саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев