Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Çӗнӗ йăла

Ял, шкул юбилейӗсене паллă тăваççӗ пулсан, чиркӳ менелникне мӗншӗн тăвас мар? Çӗнӗ самана çӗнӗ йăласем кӗртет пурнăçа. Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче тӗн йăлисене официаллă майпа çӗнӗрен тытса пыма тытăннăранпа 25 çул çитрӗ. 1992 çулта ял администрацийӗ кӗлӗсем ирттерме ача сачӗн çурт­не уйăрса панă. - Петр атте, Леонид атте хутшăнчӗç...

Ял, шкул юбилейӗсене паллă тăваççӗ пулсан, чиркӳ менелникне мӗншӗн тăвас мар? Çӗнӗ самана çӗнӗ йăласем кӗртет пурнăçа. Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче тӗн йăлисене официаллă майпа çӗнӗрен тытса пыма тытăннăранпа 25 çул çитрӗ.
1992 çулта ял администрацийӗ кӗлӗсем ирттерме ача сачӗн çурт­не уйăрса панă.
- Петр атте, Леонид атте хутшăнчӗç ăна светить тума, - каласа парать ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Иван Тимофеевич Захаров. Ун чухне пире Лениногорскран яла куçса килнӗ Петрпа Ольга Барышниковсем питӗ пулăшрӗç. Вӗсем çак кӗлӗ çуртӗнче чăвашла юрлассине йӗркелесе янăран, кунта таврари ялсенчен кӗлле çӳреме тытăннă çынсем. Хăш-пӗр кун унта 200 çын таранчченех сыптараççӗ.
Сочельникра пулса иртнӗ çакă. Петрпа Ольга кăна мар, ыттисем те тăрăшнă Кивӗ Йӗлмелӗнче чиркӳ пултăр тесе. Хальхи вăхăтра пачăшкă пулса ӗçлекен Сергий Атте сăмахӗсемпе, кунта халăх питӗ тăрăшуллă. Гуманитари пулăшăвӗ пуçтарма та хутшăнаççӗ, чиркӳ пайӗ пирки те манмаççӗ.
Çăмăллăн тăвăнман Турă çурчӗ ялта. Чиркӳ старостин Анатолий Шерматов сăмахӗпе, строительство ӗçӗсене чăвашсем те, вырăссем те хутшăннă. Мускавра пурăнакан, хальхи вăхăтра Федераци Канашӗнчи агропромышленность производстви тата çанталăк енӗпе ӗçлекен комитет ертӳçин çумне пулăшаканӗ Николай Тузов (çак ялтан тухнăскер) нумай тăрăшнă.
Сенаторсен клубӗн директорӗ сентябрӗн 3-мӗшӗнче те тăван ялне килсе çитнӗччӗ. Вăл чиркӳ ӗçӗнче пулăшса пыракансене, Кивӗ Йӗлмелӗнче культурăна аталантаракансене Сенатор клубӗн хисеп хучӗсене парса чысларӗ.
Священнослужительсем Çарăмсан районӗнчи чăваш ялӗсенче юлашки вăхăтра храмсем ӳссе ларнине палăртрӗç. Чи аслисенчен пӗри Кивӗ Йӗлмелӗнчи чиркӳ, ак ӗнтӗ миçе çул ылтăн тӗслӗ тăррипе яла илем кӳрсе тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев