Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Сухапа çӗр туйӗ

Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсанта пӗрремӗш хут район шайӗнче Акатуй иртрӗ. Вăхăтне, паллах, каярах юлса палăртнă, çапах та Кама леш енчи районсемшӗн ку нихçан пулман япала, çавăнпа та ăна кайса хам куçпа курас килчӗ. 10 сехете палăртнăскер, 11-те пуçланчӗ сухапа çӗр туйӗ. Ăна Çарăмсана тӗрлӗ çӗртен килнӗ фольклор ансамблӗсенчен йӗркеленӗ парад уçрӗ....

Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсанта пӗрремӗш хут район шайӗнче Акатуй иртрӗ. Вăхăтне, паллах, каярах юлса палăртнă, çапах та Кама леш енчи районсемшӗн ку нихçан пулман япала, çавăнпа та ăна кайса хам куçпа курас килчӗ.
10 сехете палăртнăскер, 11-те пуçланчӗ сухапа çӗр туйӗ. Ăна Çарăмсана тӗрлӗ çӗртен килнӗ фольклор ансамблӗсенчен йӗркеленӗ парад уçрӗ. Çарăмсансем Сабантуй ирттерекен яланхи вырăнта, халӗ те ем-ешӗл тăракан курăк çинче, хӗрлӗллӗ-шурăллă, кӗмӗллӗ-ылтăнлă чăваш тумӗсем питӗ илемлӗн курăнаççӗ. Çӗр ӗçченӗсене халалланă юрăпа ташă композицийӗнче çакă уйрăмах палăрчӗ. Çак уяв нумайлăха асра юлтăр тесе ăна йӗркелекенсем чунтан тăрăшни сисӗнчӗ.

Çанталăк лайăх, хӗвеллӗччӗ. Утă вăхăтӗнче райцентра килес текен чăвашсем сахалтарах пулнине ăнланмалла. Юлашки вăхăтра типӗ çанталăклă кунсем сайра. Акатуй программи тутар уявӗнчен пӗрре те кая марччӗ. Ут ăмăртăвӗ, кӗрешӳ, тӗрлӗ вăйă­сем, спорт ăмăртăвӗсем, юрă-ташă, концерт çителӗклӗ пулчӗç. Эпир урăх ниçта та курман вăйă­сене те асăрхарăмăр кунта. Тӗслӗхрен, чукмар ывăтасси е çăпата пересси. Çак çӗр çинче чăваш халăх йăлисем манăçманнине пӗлтерет ку.
Чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенчи ял хутлăхӗсем «çурт-йӗр» лартнă, вӗсенче шкулсемпе Культура çурчӗсем куравсем хатӗрленӗ. Хăнасене килти апат-çимӗçпе сăйлаççӗ, хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççӗ. Вӗсен хушшинче Çарăмсан муниципаллă район пуçлăхне Фердинат Давлетшина, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председательне Владимир Иванова, Чăваш халăх артистне Вячеслав Христофорова, Элмет районӗнчи ЧНКЦ ертӳçине Инна Альмуковăна, Хусанти чăвашсен ентешлӗхӗн ертӳçине Алексей Наумова курма пулчӗ.
Акатуйра тӗрлӗ çӗртен килнӗ ансамбльсен пысăк йышӗ хутшăнни те савăнтарчӗ: Элкел районӗнчи Хăратари «Пилеш», Элмет районӗнчи Сиреньелӗнчи «Нарспи», Клемтелӗнчи «Асамат», Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкелӗнчи «Пилеш», Çӗнӗ Шу­­çăм районӗнчи Чăваш Шупаш­карӗнчи «Илем», Аксу райо­нӗнчи «Саврăшпуç кинемийӗсем», Нурлат районӗнчи Хуралтури «Палан», Самар облаçӗн Шунтал районӗнчи Çӗнӗ Эштепейӗнчи «Укăлча», Салейкинăри «Шуçăм», Чатăрлăри «Палан» тата Çарăмсан районӗнчи мӗнпур чăваш ансамблӗ. Чăваш Рес­публикин Красноармейски районӗнчи «Трак ен» ансамблӗн ертӳçи Николай Никаноров пухăннисене шăпăр каласа тӗлӗнтерчӗ.
Вырăнти «Серендеев» хрес­ченпе фермер хуçалăхӗн механизаторне Сергей Гаврилова, «Сульча» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн дояркине Валентина Скворцовăна тата Çарăмсан районӗнчи ЧНКЦ ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Лидия Кваковăна патшалăх ялавӗсене çӗклеме явапларӗç.
Фердинат Давлетшин хăйӗн саламлă сăмахӗнче Çарăмсанра Акатуй пӗрремӗш хут иртнине, ăна йăлана кӗртсе яма кăмăл пуррине пӗлтерчӗ. Вăл районти ял хуçалăх управленийӗн пуç­лăхӗпе пӗрле ял-хуçалăх производствинче мала тухнисене парнесем пачӗ. Район пуçлăхне вырăнти чăвашсем кӗпе тăхăнтартрӗç.
Владимир Иванов Вăтăр Юман Киремет, Сосновкăри, Акре­лӗнчи, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗсен ертӳçисене ТР ЧНКА Хисеп хучӗсене парса чысларӗ.
Çарăмсанти Акатуй Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра юрă» ансамблӗн анлă репертуарлă концерчӗпе палăрчӗ. Ăна малашне те çакăн пек чаплă ирттересчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев