Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Урлă выртакан пӗве

2013 çулхи çулла шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗн çыннисем пухăнса ял урлă юхса выртакан Аслă Сӗнче юханшывӗ çинче пӗве тума йышăнаççӗ. Ял вӗçӗнче ӗлӗк колхоз пахчисем пулнă, çырмана ялан çав тӗлте пӗвеленӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн ун чухнехи пуçлăхӗ Иван Захаров çынсем ыйтнипе кивӗ вырăнта пӗве тума...

2013 çулхи çулла шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗн çыннисем пухăнса ял урлă юхса выртакан Аслă Сӗнче юханшывӗ çинче пӗве тума йышăнаççӗ. Ял вӗçӗнче ӗлӗк колхоз пахчисем пулнă, çырмана ялан çав тӗлте пӗвеленӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн ун чухнехи пуçлăхӗ Иван Захаров çынсем ыйтнипе кивӗ вырăнта пӗве тума тытăнать, нефтяниксенчен пулăшу ыйтать. Лешсем кирлӗ ӗçре пулăшма килӗшеççӗ. Ял шкулӗнче вӗрентекен пулса ӗçленӗ Аркадий Селиванова пӗвеленине тимлесе тăма ыйтнă. Унпа пӗрле ялти ытти ватăсем пӗве хӗррисене тата умне тымарлас тесе çирӗк, хăва лартса хăварнă. Валаксем çине шыва уçса хупмалли «юшкасем» те туса лартнă. Çавăнтанпа пӗви тăрать. Унта хур-кăвакал ӗрчет, ӗне-пăру тапăра анать, ачасем пулă тытаççӗ.

Веçех йӗркеллӗ пек. Анчах кама-тăр ку пӗве канăç памасть. Иван Тимофеевич кăтартнă хутсен копийӗсем тăрăх, çав çулах сентябрӗн 9-мӗшӗнче Лашманка ялӗнче пурăнакан Ф.Хаматов Çарăмсан районӗн прокурорне, И.Захаров хăй тӗллӗн çӗр участокне йышăнса пӗве туса хунă тесе, çавна май çӗр законодательствин йӗркине пăснине тӗрӗслеме ыйтса çăхав çырать. Вăл йӗлмелсен çӗрӗсене арендăна илнӗ ял хуçалăх производителӗн «Сульча» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӳ директорӗн Хусанта пурăнакан ывăлӗ иккен...
- Ял чиккинчен тухма­сăр тунă пулсан ку пӗвене - ни­мӗн­ле закона пăсни те пулмастчӗ, - тет 5 çул ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулса ӗçленӗ Иван Тимофеевич. - Анчах та, сельсовет çӗрӗ пулсан та, халӗ ял территорийӗн­чен тухса регистрацисӗр пусă та чаваймастăн пулса тухать. Эпӗ предколхозра та нумай çул ӗçленӗ. Çапах кун пек тӗрӗсмарлăхпа тӗл пулман. Закон тăрăх ман вăл пӗвене татса ямаллаччӗ. Ун чух нимӗнле айăп та пулман пулӗччӗ. Анчах 6 кун икӗ бульдозерпа ялшăн тунă кирлӗ пысăк ӗçе мӗншӗн харама ямалла? Абсурд мар-и ку?
Саккун тăрăх мӗнле пӗвен те хуçи пулмалла тесе Патшалăх регистрацийӗн, кадастрăн та­та картографин федераллă служ­­бин Тутарстан Республикинчи Управленийӗн Çарăмсан районӗнчи уйрăмӗ Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхне объекта регистрацилемелле те­се предписани çырса парать. И.Захаров çийӗнчех хуçа шырама тытăнать. В.Гурьянов пӗве хуçи пулма килӗшет, хăйӗн пуçанăшӗпе А.Ухливановпа хутсем хатӗрлеме тытăнаççӗ. Анчах райцентрта регистраци хучӗсене ниепле те вăхăтлă туса параймаççӗ: е отпускра, е бюллетеньре... Çав вăхăтсенче район пуçлăхӗ улшăнать, унтан закон улшăнать (23.07.2013 №250-ФЗ) тата ытти те. Ялан мӗнле-тӗр «отговорка» тупăнать кадастр уйрăмӗнче. Вăхăт виçӗ çула çитиех тăсăлать. Çак вăхăт хушшинче И.Захаровăн квартăлта пӗрре регистраци срокӗсене малалла тăсма ыйтса заявлени çырса пама тивет.
Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗнче территорин кадастр планӗнче пӗве çӗрне 16:41:130402 тăваткалта па­лăр­таççӗ. Пурлăх палатинче хутсене хатӗрлес ӗç пырать.
2015 çулхи сентябрӗн 17-мӗ­шӗнчен Иван Захаров Çӗнӗ Йӗлмел пуçлăхӗ пулса ӗçлеме чарăнать. Анчах та 2016 çулхи июнӗн 7-мӗшӗнче Çарăмсан районӗн миравай судйи ăна РФ КоАПӗн 25 статьйин 19.5 пункт­не административлă майпа пăснă тесе 10100 тенкӗ штраф тӳлеме çырса парать.
Захаров кунпа килӗшмесӗр апелляци çырать. Анчах та суд хăйӗн йышăнăвне улшăнусăр хăварать. Тӗрӗслӗх шыраканăн ТР Верховнăй суднех çитме тивет.
- Пӗвене хама валли услам тума мар, çынсене, ял валли кирлӗшӗн тутарнă, - çирӗплетет Иван Тимофеевич. - Яла пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерес тӗлӗшпе те кирлӗ пӗве. Мӗнле-ха унсăр? Ял пуçлăхӗсене пӗве çуккишӗн штрафлаççӗ. Кунта вара тӳнтерле пулса тухать.
Хальхи вăхăтра пӗвен регистраци ӗçӗсем вӗçленсе пы­раççӗ ӗнтӗ. Анчах та суд йы­шăнăвӗ тăрăх приставсем ӗç биржинче тăракан çынна штрафа пурпӗрех тӳлеттересшӗн. Айăп çук çӗртен айăп тупасси çӗнӗ йăлана çаврăнса пырать тейӗн. Çапах тӗп инстанци тӗрӗс йышăну кăларасса шанас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев