Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский)

Çӗнӗшуçăмсем финала тухнă

Февралӗн 16-мӗшӗнче Аксури Культура çуртӗнче «Женщина года. Мужчина года: женский взгляд» республика конкурсӗн зона тапхăрӗ иртрӗ. Конкурса Кама тăрăхӗнчи çичӗ районтан - Чистай, Спасск, Нурлат, Элкел, Эльмет, Çарăмсанпа Çӗнӗ Шуçăмран тӗрлӗ профессиллӗ хӗрарăм, арçын лидерсем хутшăнчӗç. Унта чăвашсем те активлă хутшăнчӗç. «Женщина-мать» номинацире Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче пурăнакан...

Февралӗн 16-мӗшӗнче Аксури Культура çуртӗнче «Женщина года. Мужчина года: женский взгляд» республика конкурсӗн зона тапхăрӗ иртрӗ. Конкурса Кама тăрăхӗнчи çичӗ районтан - Чистай, Спасск, Нурлат, Элкел, Эльмет, Çарăмсанпа Çӗнӗ Шуçăмран тӗрлӗ профессиллӗ хӗрарăм, арçын лидерсем хутшăнчӗç.

Унта чăвашсем те активлă хутшăнчӗç. «Женщина-мать» номинацире Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче пурăнакан икӗ патшалăх наградине («Медаль материнства II степени», «Ана даны-Материнская слава») тивӗçнӗ, нумай ачаллă Венера Носкова палăрчӗ. Вăл 28 çынран тăракан çемьен чӗри пулса тăрать. Унăн юратăвӗ, яваплăхӗ Носковсен телейлӗ пурнăçӗн никӗсӗ пулса тăраççӗ. Жюри пайташӗсем унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă, март уйăхӗнче Венера Носкова çемйипе пӗрле Çӗнӗ Шуçăм район чысне Хусанта иртекен финалта хӳтӗлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев