Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский)

Камăн çурчӗ лайăхрах?

(Ирина Кузьмина. Хусан.) Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗн çыннисем акă ӗнтӗ çур çул çак ята илме хатӗрленеççӗ. «Ялти чи лайăх кил-çурт» конкурс пулассине кунта кăçал январь уйăхӗнчех пӗлтернӗ. Ятарлă комисси кил-çурт сăнне кăна мар, пӳрт умӗпе пахча тирпейне те, хуçисем мӗнле пурăннине те шута илет. Ялти чи лайăх кил-çурт камăн...

(Ирина Кузьмина. Хусан.) Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗн çыннисем акă ӗнтӗ çур çул çак ята илме хатӗрленеççӗ. «Ялти чи лайăх кил-çурт» конкурс пулассине кунта кăçал январь уйăхӗнчех пӗлтернӗ. Ятарлă комисси кил-çурт сăнне кăна мар, пӳрт умӗпе пахча тирпейне те, хуçисем мӗнле пурăннине те шута илет.

Ялти чи лайăх кил-çурт камăн пуласси çитес вăхăтра паллă пулать. Конкурса июлӗн 9-мӗшӗнче иртекен Ял кунӗнче паллă тума палăртнă. Калас пулать, чăвашшупашкарсем ку уява хальччен паллă туман, çавăнпа вăл пуçласа иртет. Вырăнти ЧНКЦ председателӗ, йӗркелӳ комитечӗн представителӗ В.А. Охотников пӗлтернӗ тăрăх, ăна Чăваш Шупашкарӗн Культура çурчӗ пӗлтӗр «РИТЭК» УАОн тата «Лукойл» ыркăмăллăх фончӗ» коммерицилле мар организацин «Наследие» социаллă культура проекчӗн конкурсӗнче çӗнтерсе илнӗ 200 пин тенкӗ грантпа ирттереççӗ. Ку укçана чăвашшупашкарӗсем вырăнти «Илем» халăх ушкăнӗпе «Çăлкуç» ансамбль валли тумсем туянма тата шăпах Ял кунне ирттерме яраççӗ.

Ял кунӗ пӗрремӗш хут иртсен те унăн «репетицийӗ» пӗлтӗр пулнă. Ун чух ялти аслă урама (Чапаев урамне) сарнă асфальтлă çула уçнă чух вӗсем Урам кунне паллă тунă-мӗн. Уявӗ пурне те килӗшнипе кăçал çак форматпах Ял кунне ирттерме йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев