Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский)

Мăнаçланатпăр хамăр Сергейпе

Манăн тăван Шупашкар, Пӗчӗк юратнă çӗршывăм, Эсӗ ман çăкăр-тăвар, Сансăр ютра питӗ йывăр. Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Анат Камăра пурăнакан Сергей Петрович Ермолаев çак уйăхра 60 çул тултарчӗ. Сăвăç пулса çуралмаççӗ теççӗ те, анчах та Сергей пекки пирӗн ялта пӗрре. Ырă хӗвел ăшшипе, хӗвел...

Манăн тăван Шупашкар,

Пӗчӗк юратнă çӗршывăм,

Эсӗ ман çăкăр-тăвар,

Сансăр ютра питӗ йывăр.

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Анат Камăра пурăнакан Сергей Петрович Ермолаев çак уйăхра 60 çул тултарчӗ.

Сăвăç пулса çуралмаççӗ теççӗ те, анчах та Сергей пекки пирӗн ялта пӗрре. Ырă хӗвел ăшшипе, хӗвел шевли куллипе пӗтӗм чун-чӗререн çак уяв ячӗпе саламлас тетпӗр хамăр ентӗшӗмӗре. Чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, телейлӗ вăрăм кун-çул, çемьере килӗшӳ, ӗçре ăнăçу сунатпăр. Пире малалла та нумай юрă-сăвăпа савăнтарасса шанатпăр.

Чăваш литературинче хăйсем хыççăн ырă ят хăварна чаплă сăвăç сахал мар. Константин Иванов, Çеçпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай та тăван ялӗсем çинчен сахал мар илемлӗ йӗрке çырнă. Эпир Ермолаев пуррипе мăнаçланатпăр. Тайма пуç ăна, хамăр яла çӳлти шая çӗкленӗшӗн, пирӗн яла халалласа, ял-йыша сума суса сăвă-юрă çырса кӗнекесем кăларайнăшăн. Ял историйӗ çинчен кăна Сергей Петрович икӗ кӗнеке кăларнă. Тата та çырать. Пултарулăхӗ малалла та аталанса пытăр, творчествăра пысăк çитӗнӳсем тумалла пултăр.

Сергей Ермолаев миçе юрă-сăвă çырса кăларнине эпир шутласа та кăларас çук, юмахӗсене вуласан вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: унăн «Уйăхпи» поэми «Нарспи» пекех çăмăллăн вуланать.

Сергей Петрович таланчӗ пӗр енлӗ кăна та мар, вăл мӗн пӗчӗкрен сăнӳкерчӗк тума юратнă. Хăй пурăннă Турчăка кассин ачисене, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсене те нумай сăн ӳкернӗ. Халӗ вăл интереслӗ клипсем тăвать. Хăйӗн сăввисене юрă хывса гитарăпа каласа хитре юрлать.

Чăваш Шупашкар ялӗнче иртнӗ çулхи Ял кунӗнче сăвăсем каласа, юрă юрласа савăнтарчӗ. Хай çырнă кӗнекесене парнелесе хăварчӗ. Унăн сăвви-юрринчи кашни сăмах ял-йыша юратнă туйăмпа тулнă.

Эпир Сире ялта кӗтетпӗр -

Чăваш Шупашкар ялӗнче.

Эсир килсессӗн хӗпӗртетпӗр -

Хамăр поэт килнӗ тесе.

Чăваш Шупашкар ял çыннисем.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев