Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский)

Тутарстанри чăвашсен Уявӗ июлӗн 8-мӗшӗнче пулать

Ӗнер Элкел районӗнчи Сиктӗрмере 2023 çулхи Уява хатӗрлесе ирттересси пирки черетлӗ канашлу иртрӗ

Унта ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Таткультресурсцентрта» фестивальсемпе ӗçлекен пайăн пуçлăхӗ Нафиса Сагбиева, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен Союзӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, Хусанти чăваш центрӗн председателӗн çумӗ Наиль Селиванов, Чесбол федерацийӗн ертӳçи Степан Сильвестров, Элкел район администраци пуçлăхӗн çумӗ Мария Платонова, районти Культура управленийӗн пуçлăхӗ Расима Гайфуллина, районти Культура çурчӗн ӗçченӗсем Людмила Емельшина тата Любовь Борисова,  Нурлатри чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Галина Терентьева, хореограф Ольга Ильина, Çырчаллинчи «Чӗкеç» ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова, «Çӗнӗ Сăвар» туризм комплексӗн ертӳçи Инна Лисина хутшăнчӗç. 
Уяв Сиктӗрмери тӗп лапамра иртӗ. Унта паллă чăваш артисчӗсен, фольклор ушкăнӗсен юрри-ташшисем, «Уяв пики», «Янра, хут купăс» конкурссем, паллах, кăçал та пулаççӗ. Пӗлӗрхи Уявпа танлаштарсан, кăçалхинче «Ача-пăча вăйă карти» пултарулăх конкурсӗ пулать, çавăн пекех Петӗр Хусанкайпа Иван Яковлева халалланă интерактивлă вырăн ӗçлӗ. Çавăн пекех «Уçă микрофон» ятлă сцена та пулать. Унта Уява килнӗ кирек кам та тухса юрлама пултарӗ. Халăх ыйтнипе «Чăваш сăри» фестивале те кăçалхи программăна кӗртме палăртрӗç. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев