Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский)

Вячеслав Христофоров фестивальте чи юлашкинчен юрларӗ

Тутарстанри Çӗнӗ Шуçăм районӗнче чăвашсем нумаях пурăнмаççӗ, 5 процент çеç. Чăваш Шупашкар ялӗнчисене шута илсен пине яхăн çын пухăнать-и çук-и. Çапах та чăваш культурине ытти районсенче те сарас тесе республика шайӗнчи чăваш музыкин фестивальне кунтах ирттерес тенӗ. Çак пуçарăвăн авторӗ ТР ЧНКА-ра çамрăксемпе ӗçлекен Артем Носков. Элкел районӗнчи Сиктӗрмере чăваш...

Тутарстанри Çӗнӗ Шуçăм районӗнче чăвашсем нумаях пурăнмаççӗ, 5 процент çеç. Чăваш Шупашкар ялӗнчисене шута илсен пине яхăн çын пухăнать-и çук-и. Çапах та чăваш культурине ытти районсенче те сарас тесе республика шайӗнчи чăваш музыкин фестивальне кунтах ирттерес тенӗ. Çак пуçарăвăн авторӗ ТР ЧНКА-ра çамрăксемпе ӗçлекен Артем Носков. Элкел районӗнчи Сиктӗрмере чăваш вӗренекенӗсен «Аталан» форумне ăнăçлă ирттернӗ хыççăн кунта та вăйӗсене тӗрӗслесе пăхас терӗç пулмалла пирӗн çамрăксем.
Ансамбльсенче юрлакансене шутласан, июнӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ уява 100 яхăн çын хутшăннă, пурӗ 12 районтан.

Чăваш культурин фестивальне вырăнти ал-ӗç маçтăрӗсен, наципе культура пӗрлешӗвӗсен куравӗ уçрӗ. Унтан урам тăрăх купăс каласа, юрласа фестиваль хăнисем культурăпа кану паркнелле çул тытрӗç. Унта «Выля, хуткупăс!»
VII республика фестиваль-конкурсӗ валли йăлтах хатӗрччӗ.
Уйрăм купăс калакансем, халăх инструменчӗсен оркестрӗсем, баянистсен ушкăнӗсем, хутăш ансамбльсем тата такмак калакансем хутшăнчӗç конкурса. Вӗсен ăсталăх шайӗ тӗрлӗренччӗ.
Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи Культура çуртӗнче ӗçлекен паллă гармонист Эдуард Ильин такмак каласа çӗнтерчӗ çак конкурсра. Ăна пӗлтӗр хӗллех илсе хунă «Тульская» купăса парнелерӗç.
Фестиваль Чăваш халăх артисчӗ, ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ, Ульяновск облаçӗн культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Вячеслав Васильевич Христофоров ертсе пыракан «Янра юрă» ансамбль концерчӗпе вӗçленчӗ. Билетсен хакӗ 150 тенкӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев