Çăлтăрсем пăлахая переççӗ

20.03.2018 10:16 | Интервью, статьясем Печать

 Çăлтăрсем пăлахая переççӗ

(Шӗвӗрттӳк аппан тăван мар ывăлӗ).Пуш уйăхӗн 15-мӗш кунӗнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменӗнче Типшӗм Сашукăн 25-мӗш концерчӗ иртрӗ. Билетне туяннă чухне чаплă пулать пуль-ха терӗм. 25 – самай пысăк хисеп, çакă пысăк опыт пулнине çирӗплетет. Çавăнпа билетшăн 500 тенкӗ кăларса хума та шел пулмарӗ.
ФАНАТ МАР

Чăваш эстрадинчи лару-тăрăва пăхас пулсан, концерт начар иртрӗ тесе калас килмест. Килнӗ чухне кăмăлӗ те лайăхчӗ, уявра та çав тери нумай юрăç пулмарӗ. Иккӗмӗшӗ уйрăмах савăнтарчӗ, ма тесессӗн хăш чухне концерт вӗçӗ тӗлне сцена çинче кам-кам пулни асран тухса ӳкет. Тӳрех калатăп, эпӗ Типшӗм Сашук фаначӗсен йышне кӗместӗп. Унăн юррисем начар мар, хăшӗ-пӗринче пырса тивекен ыйтусен çивӗчлӗхӗ те иккӗлентермест, анчах та мана урăхлараххисем килӗшеççӗ. Çапах та мана чăваш эстрадин пурнăçӗ самаях кăсăклантарать. Сцена çинчен янăракан юрăсене итлекенсем еплерех çынсем пулнине пӗлни те пӗлтерӗшлӗ пек туйăнать.

Çакна та каласа хăвармалла, эпӗ фонограммăпа е чӗрӗ сасăпа юрлани çинче ытлашшиех чарăнса тăмăп. Ку, паллах, пӗлтерӗшлӗ япала, анчах та пӗр «юрăçне» нимӗнле фонограмма та пулăшаяс çук, тепри фонограммăсăр кирлӗ пек юрлаймасть, виççӗмӗшӗсене фонограммăпа тухса тăрсан та алă çупсах йышăнатăн.


ШУХĂШ КИРЛӖ
Типшӗм Сашук концертӗнче мана куракансене парнесемпе хавхалантарни, сцена çинчен харпăр уйрăм çынсене саламлани самай килӗшрӗ. Илемсӗр, пилӗк айнелле кӗрсе каякан конкурссем пулманни те питӗ паха. Тата, паллах, залра ялти клубри пек ăшă атмосфера, çăмăллăх хуçаланни те хăйӗн тӳпине хыврӗ.
Çитменлӗхӗсем те пайтахчӗ ӗнтӗ, мӗн пытармалли. 25-мӗш концертăн самай вăйлăрах пулмалла пек туйăнать. Ман шутпа, кашни концертрах пӗр-пӗр тӗп шухăш тупса палăртмалла, çав темăна вара уяв тăршшӗпех тытса, аталантарса пымалла. Пули-пулми юрра е юрăçа сцена çине кăларса пӗтӗмӗшле ӳкерчӗке пăсма кирлӗ мар. Чăн-чăн артистăн, сăвăçăн хăйӗн сăмахне халăх патне çитермелле, кăштах та пулин шухăша путармалла, культура тӗлӗшӗнчен çутта тухма пулăшмалла.

КУЛЬТУРА КАЯШӖ

Енчен те çакна тума таланат çитмест пулсан, шоу парнелемелле. Шел пулин те, чăваш эстрадинчи чылай концерт (вăл шутра эпӗ пулни те) ăна та, кăна та тумаççӗ. Апла пулсан вӗсене, çирӗпрех каласан, культура каяшӗ теме пулать. Манăн никама та хăртас килмест, анчах та пирӗн «çăлтăрсем» пăлахая переççӗ. Халăх ним çукран тӗрлӗ лăпăр-лапăр юрра та çăтнине кура эсир укçа çеç пухатăр, аталанас кăмăл та сирӗн пит пысăках пек туйăнмасть.

ЧУН АПАЧӖ
Каçарăр та, йӗркеллӗ концерт канви тума, унăн тӗп шухăшне палăртса уяв тăршшӗпех тытса пыма çав териех йывăр япала мар. Укçа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен те пит тăкаклă мар. Çăмăл çула суйласа илме ăс-тăн кирлӗ мар. Çакнашкал концертсем йӗркелесе эсир тăван халăхăра айван тесе шутланине, ăна хисеплеменнине çеç кăтартатăр. Анчах та ку пач та çакăн пек мар. Çынсене чун апачӗ кирлӗ, асра нумайлăха юлтăр вăл концерт. Атту халӗ мӗн? Паян пăхнă та тепӗр сехетренех йăлт манса кайнă.
ШОУ ТАТА БИЗНЕС
Шоу валли, паллах, тăкакланма тивет. Анчах та паха ӗçе кура сирӗн патăра халăх та туртăнӗ. Акă, сăмахран, Элвин Грей. Пушкăрт халăхӗн каччи, пысăках мар этнос представителӗ! Тăван чӗлхепе юрăсем çырса юрласах 10-шар пин çын пухать концертсенче. Ма эсир пин çын та пухаймастăр? Пӗлетӗр-и мӗншӗн çавăн пек? Вăл тăрăшать, унăн концерчӗ – шоу, чăн-чăн уяв, чун киленӗçӗ! Унăн юррисене шкулсенче переменăсенче (харсăртараххисем уроксем вăхăтӗнче те)юрласа лараççӗ, пушкăртсемпе тутарсем çеç мар, чăвашсемпе вырăссем те, Раççейри ытти тӗрӗк халăхӗ те, финн-угорсем те час-часах янăраттараççӗ унăн хайлавӗсене. Акă вăл– чăн-чăн кăтарту.

ПУРПӖР ÇĂТАТĂР
Ну юрӗ. Типшӗм Сашукăн концертне тӗплӗнрех тишкерер-ха.
Типшӗм Сашук – Александр Егоров. Пултарулăх çулӗ çине тăрсанах вăл питӗ вăйлă текстлă юрăсем çыратчӗ. Пӗр пытармасăр калатăп, хăшӗ-пӗрне итлесен куççуль тухни те пулнă. Анчах ун чухне еплерех юрлани килӗшместчӗ, чăвашла «рэпчик» вара хăлхана кăшт кăна ыраттаратчӗ. çулран çул Типшӗмӗн репертуарӗ, пӗтӗмӗшле каласан, «майонез пирки çырнă» юрăсемпе пуянланчӗ. «Мӗн курап – çавна юрлап, пурпӗр çăтатăр». Юрлас ăсталăхӗ ӳсрӗ ӗнтӗ. 25-мӗш концертра вăл чӗрӗ сасăпах юрларӗ, итлеме те кăмăллăччӗ. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗпе ӗçлени те куçкӗрет. Тум-тир енӗпе те çӗнӗлӗхсем шырать, пӗр вырăнта тăпăртатса тăрас килмест унăн – çакна ăнлантăмăр.

САВĂНТАРМА ПӖЛЕТ
Типшӗм Сашукăн хăйӗн аудиторийӗ пур, ăна итлекенсем сахал мар. Пӗр хӗрарăм (ятне, шел те, астуса юлмарăм) хăйӗн 55-мӗш çуралнă кунне те Александр Егоров концертӗнче кӗтсе илчӗ.
Типшӗм Сашук та итлекенӗсене май килнӗ таран хавхалантарма тăрăшрӗ. 25 концертне те килнӗ çынсене парнесем пачӗ, çурчӗсенчи-мунчисенчи-хваттерӗсенчи тата ытти хуралтăри чӳречисене, кирлӗ пулсан, тӳлевсӗрех улăштарса пама шантарчӗ. Теприсене Шупашкарти тата çӗнӗ Шупашкарти саунăсенче çан-çурăма кантарма май туса пачӗ. Маттур вăл, савăнтарма пӗлет. Анчах та хăш-пӗр саманта палăртмасăр хăвараймастăп.

СӖНӲСЕМ
1. «Хăр, каймастăп, энътă» – паллах, эсир хăвăрăн тăван ялăрти калаçу чӗлхине лайăх пӗлни питӗ савăнтарать, анчах та эсир филолог вӗт. Литература чӗлхипе, фонетикипе усă курса пӗр-икӗ юрă çырса пăхăр-ха. Калама çук хăлхана тăрăнать. Диалектизм вăл – питӗ аван пулăм, унăн пулмалла. Анчах та калаçура çеç, хайлавсенче (юрă – чи малтан хайлав) литература чӗлхипе усă курни вырăнлăрах.
2. Тум-тир. Хăвăр стиле шырани лайăх, савăнтарать. Анчах та хăвăр миçе çулта пулнине шута илме тăрăшăр. Чунпа ялан 17-ре пулин те, тум-тирӗн чăн ӳсӗмпе килӗшсе тăмаллах. Çакна шута илсен кăна сцена çинчен сумлă курăнма пулать.
3. Андрей Думилин синдромӗ. Юрă пуçламăшӗнче «ааааааа, ăăăăăăăă» тесе тăсса юрлани килӗшӳллех илтӗнмерӗ.
4. Икӗ çулта икӗ такмак. Халăх юррисене «народниксемех» юрлаччăр. Халăх юрри-кӗввине эстрадăри кашни юрăçăн тӗкӗнмелле мар. Мăнтарăн такмакӗсене уйрăмах йывăр лекет. Интернет уçлăхӗнче такмаксем шырама тытăнсан кăна ку кăткăс ыйтăвăн масштабне туйса илме пулать пуль. Пирӗн халăхăн фольклор юррисен йышне «сцена такмакӗсене» уйрăм ушкăнпа та кӗртме тивет пуль кӗçех, ма тесен чăн-чăн такмаксемпе вӗсене ячӗ кăна пӗрлештерет пек туйăнать юлашки çулсенче.
Чунтан шанатăп черетлӗ концерт ырă енне улшăнасса. Пултарулăхăр ан иксӗлтӗр, ăнăçу сире!

КОНФЕРАНС
Вася Васин. Александр Егоров концерта ертсе пыракана тӗрӗс суйласа илнӗ. Артист артистах çав. Уява хаваслă тума та, юрăсем хушшине кăсăклăх кӗртме те пултарчӗ вăл. Вася Васин шӳчӗсем, хăватлă та хăпартлануллă энергетики халăх кăмăлне самаях çӗклерӗ. Унсăр пуçне Вася куракана хăйӗн юррипе те савăнтарчӗ. Паллах, чӗрӗ сасăпа. Хăюллă хусканусем, сасăпа выляни пурте килӗшӳллӗ пулчӗ, маншăн ку концертри чи асра юлнă номер тесе çирӗппӗн калатăп. Вася Васина пултарулăх çулӗ çинче ăнăçу сунатăп!

ИЛӖРТӲЛӖХ
Диана. Ман кăмăла каять çак юрăçă. Чылай чухне фонограммăпа юрлать пулин те, ун çине яланах пăхас килет. Вăл сăн-сăпачӗпе пукане пек, ӳт-пӗвӗпе йăрăс хурăн евӗр. Тумӗсем пӗри тепринчен хитре, пуян курăнаççӗ. Сцена çинче хăйне сăпайлă тытнине те пурте хăнăхрӗç ӗнтӗ. çапах та кăштах ташлани пăсмӗччӗ пуль. Вăрăм кӗпепе те, ӳт-пӳ пайӗсене уçса кăтартмасăр та çынсене илӗртме, сексуаллă пулма май пуррине çирӗплетет Диана. Çакăншăн эпӗ ăна хисеплетӗп. Сăмах май, унăн концерчӗсем те хитре иртеççӗ. Эпӗ кашнинчех çӳреме тăрăшатăп.
Тепӗр самант. Диана чăвашла калаçма аранах вӗренчӗ пулмалла. Типшӗм Сашук концертӗнче вăл «Тавтапуçпа» çеç çырлахмарӗ, нихçанхинчен нумай калаçрӗ. Тап-таса чăвашла! Питӗ савăнтарчӗ.

ЧИПЕРУК
Алена Арсентьева. Унăн вăй-хăвачӗ тапса тăрать. Залра ларакансене ним мар хӗртсе ячӗ вăл. Хам та аран чăтса лартăм.
Фонограммăпа юрланине каламасăр хăвараймастăп. Анчах та эпӗ унпа концертчен маларах калаçса илме ӗлкӗртӗм. Вăл кăшт кăна шăнса пăсăлни палăрчӗ. Çавна пула çеç фонограммăпа усă курчӗ пуль.
Тӳрех палăртмалла, ку пике çине пурпӗрех пăхас килет. Сцена çине çулталăк каялла пӗрремӗш хутчен тухсанах вăл ытлашши хускалнăн туйăнатчӗ, халӗ пӗтӗмпех килӗшӳллӗ курăнчӗ. Хореограф, юрлас ăсталăха ӳстерме пулăшакан ăстасем патне çӳреме тытăнсан, пултарулăх тытăмӗнче хывма пуçланă çулӗнчен пăрăнмасан, юбилейсемпе туй юррисем çине куçмасан Алена Арсентьева чăвашсен çӗнӗ ӗмӗрӗнчи эткерӗнче витӗмлӗ йӗр хăварма пултаратех. Ăнăçу тата пысăк пӗлтерӗшлӗ йышăну тумашкăн хăюлăх сунатăп сана!

МАЭСТРО
Виталий Адюков çӗнӗ варкăш хыççăн кӗвӗсем сăптăрсах халăх чунне выртакан юрăсем хайлама пуçларӗ вăл. Фонограммăпа юрланă чухне çакланмасăр хăтланни пăсмасть пуль. Атту фонограммине те, хăйне те пӗр харăс илтме кансӗртерех. Çапах та чăваш çыннин чӗри патне çул хывма пӗлет вăл, ахальтен халăх эткерне тӗпчемен вӗт. Чăн-чăн артист, сценана ним мар хăйӗнпе тултарса хурать. Ӗмӗрӗпе пухнă опыт, Турă панă талантпа пултăклăх, хăй аталантарнă ăсталăх... Кунта урăх нимӗн те калаймăн.

МĂНУКПА ПӖРЛЕ
Любовь Гордеева. Ман ӳсӗмри çын валли мар пулас унăн юррисем. Мана питӗ кичем пулчӗ пăхса ларма. Сасси хитре, тумланать аван. Мăнукне Тарьене мӗн тума сцена çине илсе тухнине ăнланмарăм. Кӗскен çапларах.
ЧĂВАШСЕН ШАТУНОВӖ
Моисей Дима Моисеев. Хуткупăспа, баянпа, гитарапа калать çак çамрăк каччă. Пултаруллă пулни тӳрех сисӗнет. Пуласлăхра вăл чăвашсен Юра Шатуновӗ пулса тăрать пуль. Юрлас, хăйне сцена çинче тытас ăсталăхӗ туптанса çитӗ-ха ун. Çук, çук, тем ан шутлăр, вăл питӗ типтерлӗ тытăнса тăрать, анчах та ытлашши сăпайлă, ман шутпа. Сцена çинче хăюллăрах, çирӗпрех пулмалла. Унсăрăн юрăпа мӗн калас тени çитмест вӗт итлекен патне! Вăхăт иртнӗçем веçех кирлӗ шая çитесси иккӗлентермест. Мӗнех, кӗтетпӗр, Моисей.

ТĂСĂЛСА ӲКРӖ
Андрей Егоров. Типшӗм Сашукăн ывăлӗ вара сцена çинче питӗ харсăр. Юрлать те, ташлать те, чăн-чăн пӗчӗк çăлтăр. Куракансем те ăна юратсах йышăнчӗç. Тӗрлӗ кучченеçпе савăнтарчӗç. Пӗр хӗрарăм ашшӗпе иккӗшне парне пама сцена çине васканипе тăсăлсах ӳкрӗ! Андрей вара шăккалат парсанах çак пылак-çимӗçе çăварне чиксе хучӗ те кулиса хыçне кӗрсе тарчӗ. О! Типшӗм Сашук социаллă сетьсенче пурне те илемлӗ видеосем кăларса улталать! Ну, кăштах. Энтри чăвашла юрлама юрлать, анчах калаçмасть. Ашшӗпе те.

ПУТЕК ПЕККИ
Виталий Иванов. Эпӗ пӗлместӗп мӗн каламаллине те. Манăн кăшт кăна «культура шокӗ» пулса илчӗ пулмалла. Вăл – комплекссăр çын. Эпӗ сцена çинче çав тери хăюллă, асар-писер ташланине хам ӗмӗрте курман! Анчах та вăл чăнах та кайф текен япалана тытма пӗлет пулас. Куплетсем хушшинче ытларах калаçнă пек туйăнчӗ. Юрланă чух кирлӗ мар нумай калаçма, кӗскен каласан. О! Сикет тата! Лӳппер путек пек. Сцена çинче хăйне кăштах тытма вӗренмеллех, ваннăйӗнче юрламасть вӗт. Тепӗр тесен... кирлех-ши? Тен, хăйне урăх тытăмра шыраса пăхмалла?
ТӖП ÇИТМЕНЛӖХ
Татьяна Кунер. Типшӗм Сашук концертӗнче çитменлӗх çителӗклӗччӗ. Чи пысăкки вăл, ман шутпа, Татьяна Кунер. Паллах, вăл хăйӗн номерне ташăпа, икӗ чипер хӗрпе илем кӗртме тăрăшрӗ, шел пулин те, пулмарӗ... кукăль пулмарӗ... Ташлама аванах ташларӗç-ха, номере пурпӗр çăлма май çукчӗ – юрри ытла хăрушă. Татьяна сасси те шутсăр таса марччӗ, сăмаххисене ăнланма май та çук. Эпӗ пӗр пытармасăр калатăп, билетшăн 500 тенкӗ Татьяна Кунера курассишӗн тӳлемерӗм. Кун пек юрăпа, килпетсӗр тумпа, ман шутпа, сцена çине тухмалла мар.
ХАВХАЛАНУ
Хунямана халалланă юрра итленӗ чухне çак сăвă йӗркисем аса килчӗç:
Чуна тивет-çке йывăр кӗвӗ,
Рамштайн та, слэйер та, слипкнот.
Чи йывăрри вара Татьяна!
Чăнах та, йывăр итлеме.
Татьянан малашне сцена çине тухмалли юрăсене, тум-тире питӗ тимлӗ суйламалла. Чи тӗрӗсси, паллах, тамада ӗçӗпе çырлахасси.

КУРАКАНСЕМ
Çапла
, вӗсене те тимлӗхсӗр хăвармастăп. Ну, питӗ хаваслă пулчӗç вара вӗсем. Зал айккисенче питӗ нумай çын çӗр çӗмӗрттерсе ташларӗ, кăшкăрашрӗ, шăхăрчӗ. Нумай пулмасть ялти лаçра юхтарнă аншарли шăрши те сарчӗç Типшӗмӗн кураканӗсем. Пӗр именмесӗрех, артистсем юрăсем шăрантарнă вăхăтрах ӳпӗнтерчӗç «одноразовый» куркисене. Вӗсем саракан сывлăшпа сывласа хам та пӗр вăхăт минресе илтӗм. Тӗрӗссипе каласан, мана кăштах намăсчӗ вӗсемшӗн. Культура керменӗнче те хăйне ялти клубри пек тыткалани питӗ начар япала.

 

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

комментарии  

 
0 #4 Сатур 04.04.2018 11:41
Чăваш эстрада çăлтăрӗсем пурте тенӗ пекех тамадана çаврăнчӗç. Кирек мӗнле ӗçке те ертсе пырса, юрласа, ташласа пама пултараççӗ. Тата пурте народниксем пулса тăчӗç - такмаксем юрла пуçларӗç сцена çинчен. Маттурсем! :lol:
Цитировать
 
 
+2 #3 Екатерина 03.04.2018 22:05
Пиртĕ кирлĕ кун пек статья. Киленсе вуларăм. Тавтапуç
Цитировать
 
 
0 #2 НИКОЛАЙ КОЛПАКОВ 03.04.2018 10:38
Чан самахан суйи щук. Кам щырнине пелеймерем, пите терес щырна. Чанах та ачисене(печек ачасене) мен тума перле илсе тухащще сцена щине.
Эстрада щалтаресен нумай-нумай шухашламалла кун хыщщан.
Цитировать
 
 
0 #1 Илле 03.04.2018 09:23
Тавтапуçах çак тишкерÿ авторне! Кун пеккине вуласа киленменччĕ халиччен! Пур те пур кунта - тишкерĕвĕ те тулли (кĕвĕ хывакансене çеç манарах кайнă), вăлтса калани те, уççăн калани те, ырă сунăмпа вирлĕ хаклав та... Малашне те çаплах аталананăр! Тата пире çакăн пек хайлавсемпе тăтăшрах савăнтарăр!
Цитировать
 

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике