Нуриев рольне вылянă каччă Хусанта фестиваль ирттерет

11.04.2018 15:05 | Хусан (Казань) Печать

Нуриев рольне вылянă каччă Хусанта фестиваль ирттерет

Хальхи ташă фестивалӗ Тутарстанăн тӗп хулинче апрелӗн 21-22-мӗшӗсенче иртӗ. Унăн ячӗ «StagePlatforma» - сцена платформи пек куçать. Ташă искусствинчи çӳллӗ шайри специалистсем Актерсен çуртӗнче мастер-классем ирттерӗç, сцена практикинче тӗлпулакан вăрттăнлăхсене ăнлантарса парӗç. Апрелӗн 21-мӗшӗнче классика тата хальхи хореографи, стретчинг, актер ăсталăхӗ, йога, фотоискусство, макияж тăвасси, флористика тата ытти енӗпе иртекен мастер-классене тӳлевсӗр çырăнма пулать: https://balletroom.timepad.ru/event/688455/. Апрелӗн 22-мӗшӗнче 17:00 сехетре Актер çуртӗнчех Раççей, Япони, Великобритани, Украина çӗршывӗсенчи ташлакансем пысăк хореографи концертне кăтартӗç. 
Палăртса хăвармалла, фестивалӗн илемлӗх ертӳçи – Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗн труппин премьерӗ Олег Ивенко. Вăл кăçал тухакан «Шурă курак» фильмра Рудольф Нуриев рольне вылянă.  
 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике