Çӳп-çап çунтаракан завод каяш свалкинчен лайăхрах

13.04.2018 12:38 | Хусан (Казань) Печать

Çӳп-çап çунтаракан завод каяш свалкинчен лайăхрах

Хусан çывăхӗнче çӳпӗ-çапă çунтаракан завод тума тытăнасси пирки тахçанах сăмах çӳрет. Халӗ ӗнтӗ вырăнӗ те паллă. Осиново поселокӗ çумӗнче хатӗрленеççӗ 28 миллиард тенкӗлӗх завода тума. Каласа хăвармалла, малтан унăн хакӗ 20 млрд. Тенкӗпе танлашатчӗ. Анчах та эпир Раççейре пурăнатпăр, манмалла мар...

Швейцарире килте пухăннă çӳпӗ-çапăна, каяша сортлаççӗ. Мӗншӗн тесен мусор Европăра чӗртавар никӗсӗ. Хутăн хăйӗн йышăну хакӗ, пластикăн хăйӗн. Каяша тирпейленӗншӗн кăна тӳлемелле. Çапла 30 литрлă пӗр пакета швейцарецсен çемйи 2 евро тӳлет.
Кун çинчен пирӗн хаçат редакцине Урс Альденбургер, аталанакан çӗршывсенче çӳп-çап тирпейлекен технологисене саракан фирмăн директорӗ каласа пачӗ.

Хусан çывăхӗнче те швейцарипе япун технологийӗсемпе завод тума хатӗрленеççӗ. Проект документацине сӳтсе явакан общество итлевӗсем тăтăшах иртеççӗ, анчах та Осиновори халăх завода хирӗç пулни социаллă сетьсенчи шăв-шав тăрăх та сисӗнет. Специалистсем çынсене лăплантараççӗ. Каяш çунтарнă хыççăн имӗш шăршă та пулмасть, диоксид хутăшӗсем те сывлăша варлатмӗç, заводран тухакан тӗтӗм те ялан шурă тӗслӗ кăна пулать. Вăл çанталăка кăларакан сиен тата шăв-шав 300 метртан хăрушă мар имӗш. Каяш çунтаракан звавод çӳп-çап тирпейлекен полигон е, урăхла каласан, свалкăран лайăхрах. Мӗншӗн тесен çут çанталăка сиен çук е вăл питӗ те пӗчӗк. Ахальтен мар çак технологипе тасалăхшăн çунакан Европăра усă кураççӗ. Халăхсем хушшинчи опыта шута илсе Мускав çывăхӗнче 4 çакнашкал завод пулӗ, Тутарстанра – 1.

Тасату системи завод хакӗн 30 проценчӗ чухлӗ тăни çинчен те каларӗç брифинга хутшăннă çынсем. Çавăнпа та хусансем малашне çӳпӗ-çапă тирпейленӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлесси пысăк ыйту. Завода 2022 çулта кăна туса пӗтерме палăртаççӗ. Анчах та ăна халӗ тума тытăнмасан, темиçе çултан эпир Хусан çывăхӗнче Мускав облаçӗнчи япăх экологилле лару-тăрăва курма пултаратпăр.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике