Урăх шыв илмест

16.04.2018 16:35 | Хусан (Казань) Печать

Урăх шыв илмест

Юр тăрук ирӗлнине кура çурхи ейӳ самай сисчӗвлентерсен те, ейӗвӗн чи хăрушă тапхăрӗ вӗçленчӗ. Çурхи шывран ултă район шар курчӗ кăçал. ТР МЧСӗн кризислă лару-тăрупа ӗçлекен центрӗн ертӳçи Радик Гисмятов «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, ку енӗпе лару-тăру республикăра лăпкă. Малалла пур çӗрте те шыв чакасса кӗтмелле.

Хальхи вăхăтра Арск районӗнчи Качелино ялӗнче асфальтсăр 30 метр çул, Пăва, Çӗнӗ Шуçăм, Азнакай районӗсенчи тăватă кӗпере шыв илнӗ. Телее, ку та хăрушах мар, мӗншӗн тесен çак ялсене урăх çулсемпе кӗме пулать. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить