Чăваш ялне илсе кӗрекен асфальтлă çула тӗпрен юсанă

01.08.2016 10:22 | Апас (Апастовский) Печать

Чăваш ялне илсе кӗрекен асфальтлă çула тӗпрен юсанă

Апрелӗн 20-мӗшӗнчен Апас районӗнче 25 километр асфальлă çула тӗпрен юсанă. 15 çул каялла тунă Апас-Чӗрккӗн çул ниçта юрăхсăр пулни çинчен çынсем кашни пухура ыйту çӗкленӗ. Район центрӗнчен Тюбяк-Чӗрккӗн ялне çити 8 километр. Çул реконструкцине икӗ çул каяллах пуçланă пулнă. Халӗ маршрутăн юлашки 3 километрӗнче çӗнӗ асфальт сарăлчӗ.  Çӗнӗ технологисемпе хурăнакан вӗри асфальт массин температури150 градусран кая мар пулмалла, унсăрăн автоматика ӗçсене чарса лартать. Асфальт саракан комплекс 5-6 минутра 6 метр сарлакăш 30 метрлă  лаптăка 5-8 сантиматр хулăнăш асфальтпа витеет. Районти çул тăвакансен техники паянхи кун тӗнчери стандартсемпе танлашаять. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике