Пирӗнсӗр пуçне никам та!

01.08.2016 18:13 | Ешӗлвар (Зеленодольск) Печать

Пирӗнсӗр пуçне никам та!

Паян çакна аса илекен те сахал. 15 çул каялла Аргун ту хутлăхӗнче 90 денсантник 2000 террориста хирӗç тăнă. 776 çӳллӗшри çапăçу Чечняри иккӗмӗш çар кампанийӗн эпизочӗ. Çак вăрçа паян аса илес текенсем те, темшӗн, нумайăнах мар. Вăл Раççей территорийӗнче иртнипе-ши, кампани вăраха тăсăлнипе-ши, ăссăрла нумай юн тăкнипе-ши, кирлӗ мар çухатусем чылай пулнипе-ши?..

Аргун ту хутлăхӗнчен тухма хăтланакан икӗ пин бандитăн çулне пӳлсе пирӗн десантниксем пысăк паттăрлăх кăтартрӗç. Ку вăл юмах мар, ку пирӗн халăх паттăрлăхӗ, ту чулӗсем çинче юнпа çырăннă чăнлăх.

«Пӗр хум килет, эпир ăна пере-пере шӗкӗлчетпӗр. Çур сехет кансан тепӗр хум, – каласа парать сывă юлнă салтаксенчен пӗри. – Пирӗн енне утаççӗ, куçӗсене чарса пăрахнă, кăшкăраççӗ: «Аллах акбар! Вырăссем, парăнăр! Эпир сире кайма çул парăтпăр»... Кайран, алла-аллăнтытăçнă хыççăн вӗсем каялла чаксан, пирӗн çине раципе тухса лайăхпа иртсе каяс тесе укçа та сӗнсе пăхрӗç».

Десантниксем килӗшменнине пӗлсен тăшмансем каллех атакăна ыткăннă. Пирӗн салтаксене минометсемпе, автоматсемпе пенӗ. Артбатарея командирӗ Виктор Романов çумӗнче мина шартлатса çурăлсан унăн икӗ ури те татăлать. Апла пулин те капитан артилери вутне коррекцилеме чарăнмасть. Десантниксен боеприпасӗсем пӗтсен вӗсем тăшманпа алла аллăн тытăçма атакăна çӗкленнӗ. Боевиксем хирӗç атакăна хускалсан кăкăра аманнă аслă лейтенант Александр Колгатин минăсене сирпӗтет. Суранланнă ефрейтор Александр Лебедев гранатăсемпе çыхăнса тапăнакан боевиксен хушшине чупса кӗрет те вӗсемпе пӗрлех сирпӗнет. Ирдис ятлă çар командирне тӗп тунă аслă лейтенант Алексей Воробьев мина сирпӗннипе урасăр юлнă, пӗр пуля хырăмне лекнӗ, тепри кăкăрне. Анчах та вăл юлашки вăйӗ пӗтиччен çапăçнă. Ирхине, мартăн 2-мӗшӗнче 1-мӗш рота çапăçу пынă çӗре çитсен паттăрăн ӳчӗ ăшă пулнă-ха...

Çак тан мар çапăçу виçӗ талăк пынă. Каярах сывă юлнă рядовой Евгений Владыкин çапларах аса илнӗ: «Пире комбат тăтăшах лăплантаратчӗ. Часах пулăшу килет, чăтатпăр тесе. Анчах та каярах, пурте тенӗ пекех вилсе пӗтсен, эпир пулăшу килессине шанма пăрахрăмăр. Çакăн хыççăн комбат артилери вутне хăйӗн çине коррекцилесе илчӗ. Парăниччен вилер терӗмӗр».
Десантниксем çапла хăтланнă хыççăн боевиксем 500 çынна яхăн çухатнă. Ыттисем уçлăхран тухайман. Кашни десантник пуçне сахалтан та 20 террорист пулнă. Тăхăрвуннăн икӗ пине хирӗç. Боевиксен çарне асăрханă пӗр рота мӗншӗн пӗччен çапăçма юлнине эпир халӗ те пӗлместпӗр. Командовани пулăшу чӗнтермен. Пулăшма Евтюхин комбатпа Доставалов майор хăйӗн ушкăнӗпе кăна килсе çитнӗ. Приказа пăхăнмасăр (командовани хушăвне пăхмасăрах) хăйсем тӗллӗн вӗсем кӳршӗ сăрт çинчи 4-мӗш ротăн хӳтӗлев чикисене хăварса 6-мӗш ротăна пулăшма килнӗ. Çак ушкăн килни пирӗннисен хӳтӗленӗвне икӗ сехете тăснă. Доставаловпа Евтюхин темиçе хутчен аманаççӗ, юлашки суранӗсем вилмеллисемех пулаççӗ. Аргун ту хутлăхне хӳтӗлекенсенчен 6 салтак кăна сывă юлать.

Эпир, тăнăçлă пурнăэçпа пурăнакансем, пирӗн десантниксен паттăрлăхне манăçа кăлармалла мар. Юлатшӗсемшӗн пурнăçӗсене шеллемен командирсемшӗн, вилӗм куçӗнчен пăхса кулакансемшӗн, ниме пăхмасăр пӗтиччен кӗрешме хатӗр паттăрсемшӗн, «Пирӗнсӗр пуçне никам та!» текен сăмахсене ялав пек йăтса çӳрекенсемшӗн.

 Ыран десантниксен кунӗ. Пирен нумайăшӗ çак кун телехыпарсенче ӳсӗр дембельсем фонтанра шыва кӗнине, пасарсенчи «хура халăха» хӗсӗрленине, пуçӗсемпе путулкка кӗленчисене çӗмӗрнине, каçса кайса арпус çинине курасшăн сенкер экрансем умне васкать. Салтакран пăсăлса таврăннă тетчӗç пирӗн ялти ватăсем çавăн пек алхасакансем çинчен. Çав вăхăтра вӗсен çӗршыври тăнăçлăхшăн тунă паттăрлăхӗ çинчен аса илекен питӗ сахал...  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике