Кулăш – ӗçре пулăш

05.09.2016 11:58 | Апас (Апастовский) Печать

Кулăш – ӗçре пулăш

Каччăпа хӗр кашни каçах тенӗ пек тӗл пулаççӗ. Пӗррехинче хӗрӗ тӗлпулăва хӗрлӗ куçсемпе килет.

– Мӗн пулчӗ тата, чунăм, мӗншӗн макăратăн? – тӗлӗнсе ыйтать каччи.

– Ăçтан макăрмăн кунта, тăвансем пурте пирӗн туя хирӗç.

– Çав кăна-и? Ан татăл çав териех. Эпӗ авланма урăх хӗр тупăп.                                                  * * *

Хунямăшӗ картишӗнче велосипедпа аппаланать.

– Анне, ăçта кайма пуçтарăнатăн? – ыйтать кӗрӳшӗ чӳречерен.

– Масар çине каясшăнччӗ, – тавăрать хӗрарăм.

– Велосипедна каялла кам илсе килет вара?

                                                  * * *

Упăшкипе арăмӗ юнашар учрежденисенче ӗçлеççӗ. Арçын ӗçне кайнă чухне малтан кашни кунах автомашинăпа арăмне унăн ӗçӗ умне антарса хăварать. Автомашинăран васкаса тухса тепӗр енне каçса арăмне алăк уçса кăларать.

– Ах Тур, мӗнле йӗркеллӗ санăн упăшку. Машинăран алăк уçсах кăларать яланах. Хисеплет ахăр! – тӗлӗнеççӗ арăмӗпе пӗрле ӗçлекенсем.

Хӗрарăм чӗнмест, мăнкăмăлланса алăк патнелле утса каять çеç. Автомашинин малти алăкӗ çулталăк каяллах шалтан уçăлма пăрахнине пурин те пӗлмесен те юрать-çке.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике