Çын çухалнă

04.10.2016 11:58 | Чистай (Чистопольский) Печать

Çын çухалнă

Тутарстан Республикин Чистайри следстви управленине Александр Геннадьевич Архипов (08.02.1984ç. Оренбург облаçӗнчи Ясный хулинче çуралнă) хыпарсăр çухални пирки материал çитнӗ. Çак çын Чистайри Чернышевский урамӗнчи 180-мӗш çурта пурăннă пулнă.   

Августăн 28-мӗшӗнче Архипов Чистай районӗнчи Змеево ялӗнчи «Кама» сад пӗрлешӗвӗнче пулнă, унтан вăл тухса кайнă та, ун йӗрӗсем çухалнă. Паянхи кунччен Архипов ăçти паллă мар.  

Сăнран 35-40 çулсенче, çӳллӗскер, типшӗмтерех, çӳçӗсем тӗттӗм тӗслӗ, кӗске, куçӗсем çутă. Августăн 28-мӗшӗнче вăл çутă-сенкер тӗслӗ джинс кӗпе тата шăлавар тăхăннă пулнă.

Кам та кам çак çын çинчен информаци пама пултарать, çавсене  02, 8 (84342) 5-38-72, 8 (84342) 5-20-97 телефонсемпе шăнкăравласа пӗлтерме ыйтаççӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике