Уçă алăк кунӗсем

17.11.2016 10:26 | Апас (Апастовский) Печать

Уçă алăк кунӗсем

Хисеплӗ налог тӳлекенсем! Халăха уйрăм çынсен пурлăх налогӗсем (çӗршӗн, транспортшăн, çуртшăн е хваттершӗн) пурри çинчен пӗлтерес, палăртнă ставкăсем, льготăсем пурри çинчен каласа парас тата налогсене хăçан тӳлемеллине аса илтерес тӗлӗшпе  Раççей Федерацийӗн Налог службин Тутарстан Республикинчи уйрăмӗ, ноябрӗн 18-19-мӗшӗсенче Уçă алăксен кунӗсене ирттерет. Ноябрӗн 18-мӗшӗнче республикăри мӗн пур налог инспекцийӗ ирхине 8:00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетчен ӗçлӗ. Ноябрӗн 19-мӗшӗнче 10:00 сехетрен 15:00 сехетчен.

Налог службин специалисчӗсем пурлăх налогӗсене кам тӳлемелли çинчен тӗплӗн каласа парӗç. Çынсен налог тӳлессипе çыхăннă ыйтăвӗсем çине хуравлӗç.  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике