«Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ

23.12.2016 11:09 | Алексеевски (Алексеевский) Печать

«Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ

Алексеевски районӗнче «Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ, тесе пӗлтерет район сайчӗ. Акци тӗллевӗ – нумай ачаллă, ăнăçсăр, тулли мар, йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесенчи ачасене пулăшасси. Ыркăмăллăх акцине район администраци пуçлăхӗ, предприяти-организацисен ертӳçисем ырласа йышăннă. Декабрь уйăхӗ вӗçлениччен тăсăлакан акцие хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăйсен ачисенчен юлнă ăшă тумтире, атă-пушмака, теттесене тата апат-çимӗç, ача-пăча апачӗ, подгузник, кӗпе, савăт-сапа çумалли хатӗрсене Алексеевски хула евӗрлӗ поселокри Северная урамӗнчи 46-мӗш çурта декабрӗн 23, 28, 29, тата 30-мӗшӗсенче (9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен) кӳрсе памалла.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике