Лениногорскра юн тымарӗсен центрӗ уçăлать

03.01.2017 15:52 | Лениногорск (Лениногорский) Печать

Лениногорскра юн тымарӗсен центрӗ уçăлать

Лениногорск районӗнчи тӗп больница çумӗнче 30 вырăнлăх юн тымарӗсен центрне уçма палăртнă, пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби. Вăл республикăн кăнтăр хӗвелтухăçӗнче виççӗмӗш центрӗ пулса тăрӗ. Элметпе Пӗкӗлмере ӗçлекен центрсем ку тăрăхри чирлисене пурне те пăхса çитерейменнипе уçма шутланă ăна. Пуç миминчи юн çаврăнăшӗ пăсăлнипе аптракансем йышлансах пыни те хистенӗ çак утăма тума.  

Паянхи куна Тутарстанра 17 юн тымарӗсен центрӗ ӗçлет, çав шутра улттăшӗ Хусанта. Юн тымарӗсен тӗп центрӗ МКДЦ никӗсӗнче тӗпленнӗ. Центрсенче диагностикăн çӗнӗ технологийӗсемпе усă курни чире вăхăтлă палăртма май парса чирлисене ăнăçлă сипленме пулăшать. Вӗсем çын чӗрӗ те сывă юлассин шанăçне ӳстереççӗ. Республикăри юн тымарӗсен центрӗсем тăрăшнипе инсультран вилессин шайне 43 процента чакарма пултарнă.    

 

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике