Шăнса ан пăсăлăр

10.01.2017 10:56 | Апас (Апастовский) Печать

Шăнса ан пăсăлăр

Çӗнӗ çулхи уявсенче Тутарстанра шăнса пăсăлнă 32 çынна медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулнă. Çакăн çинчен Республикăри катастрофа медицинин ертӳçи Ирина Исаева пӗлтерчӗ. Унăн сăмахӗсемпе сивӗсенчен шар курнисен хушшинче пӗр çул çитмен ача та пур.
Кăтартусене ноябрь уйăхӗнчен илес пулсан, Тутарстанра 330 çынна тăм тивнӗ. Пӗр çын урамра шăнса вилнӗ.

Хӗлле медиксем çанталăка кура тумланма сӗнеççӗ. Алăра перчетке мар, алса пулмалла, пуçра – çӗлӗк е шапка. Çийӗнчен капюшонпа пӗркенни усăллă. Хăлхасене те сивӗрен хӳтӗлемелле. Çавăн пекех шарф çыхма та манмалла мар.   

Ӳтӗн уçă вырăнӗсем шăнма пултараççӗ. Сивӗ вăхăтра урамра-тăк, кашни 20-30 минутран ăшă пӳлӗме кӗрсе чей ӗçмелле. СИвӗ вăхăтра урамра эрех ӗçни ăшăнма пулăшмасть, вăл питӗ пысăк сиен кӳме пултарать.

Шăнса пăсăлнă çынна пулăшас тесен ăна ăшă пӳлӗме илсе кӗмелле, ăна ăшă та пылак чей ӗçтермелле. Çийӗнчи тумӗсене хывса ăшă свитер тăхăнтармалла. Тăм илнӗ вырăнӗсене сăтăрма юрамасть, ăшă марляпа çыхса яни тӗрӗсрех пулать. Этеме ерипен ăшăтмалла. Тӳрех ваннăна выртни е мунча кӗни – сиенлӗ. Ăшă утиялпа чӗркесе вырăн çине вырттармалла. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)
Еще в этой категории: « Уçă алăк кунӗсем

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике