Хурланни çинчен пӗлтеретпӗр

17.01.2017 12:45 | Павлă (Бавлинский) Печать

Хурланни çинчен пӗлтеретпӗр

Редакцине хурлăхлă хыпар çитрӗ. 2017 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче Павлăри Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн Виталий Козловăн мăшăрӗ

Анастасия Григорьевна КОЗЛОВА

пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрӗ. 
Анастасия Григорьевна вырăнти вырсарни шкулӗнче 16 çул чăваш чӗлхине вӗрентнӗ, Павлă районӗнчи мӗн пур чăваш мероприятийӗсене хастар хутшăннă, мăшăрӗпе пӗрле наци культурин чӗрӗлӗвӗшӗн, йăлисене аталантарассишӗн Чăваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпех тăрăшнă. Нумай çул хушши чăн чăваш хӗрарăмӗ пек хăнасене тараватлăн йышăннă. Вăл тăрăшнипе Козловсен килӗ нумай чăваш ӗçӗпе çул çӳрекен ентеше чикӗри чăвашлăх утравӗ пек кӗтсе илетчӗ, çав шутра пирӗн редакци ӗçченӗсене те.

Çак ырă кăмăллă, хастар, ӗçчен те пултаруллă хӗрарăмăн хăвачӗ тӗлӗнтеретчӗ пире. Общество ӗçӗнче те вăл мăшăрӗшӗн пысăк тӗревччӗ, паллах. Çакăн çинчен Павлă çӗрӗ çинчи сайра тӗлпулусен хаваслă саманчӗсем аса илтереççӗ. 
Йывăр чир ăна çут тӗнчерен уйăрчӗ. Шел, сывпуллашса пулмарӗ. Анастасия Григорьевнан çутă сăнарӗ яланах пирӗн асра упранӗ. Мăшăрӗпе Виталий Николаевичпа тата çывăх çыннисемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. 
«Сувар» хаçат редакцийӗ, ТР ЧНКА Канашӗ.      


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике