Чун уççи

20.01.2017 11:50 | Павлă (Бавлинский) Печать

Чун уççи

Çветке – ача-пăчасен чи юратнă вăхăчӗ. Ӗлӗкрех хӗллехи чи кăмăлланă вăйăсенчен пӗрне ялсенче питӗ хаваслă, анлă ирттерсе янă. Урамсем ачасен сассипе янраса тăнă. Кил хуçисем те вӗсене хапăл туса кӗтсе тăнă. Вӗсем киле кӗрсе юрлани ырлăхпа тулăх пурнăç илсе килессе шаннă. Паян, паллах, çветке ытларах фольклор шайӗнче пурăнать. Çапах хăш-пӗр çӗрте ăна чăнласах ирттереççӗ. Нумай пулмасть редакцие Павлă районӗнчи Васькино-Туйраллă ялӗнче пурăнакан Владимир Будин шăнкăравларӗ. Вăл çак ялти Культура çуртӗнче илемлӗ пултарулăх ертӳçи пулса ӗçлет. Ун сăмахӗсенчен ялта ачасем валли хатӗрленӗ «Коляда килчӗ» кану вăййисене ирттернине пӗлтӗмӗр. Владимир Будин каланă тăрăх, çветкене вӗсем иккӗмӗш çул ирттереççӗ. Тӗплӗнрех кун пирки Культура çурчӗн заведующийӗ Татьяна Михайлова каласа пачӗ. Сăмах май, вăл Владимир Будин амăшӗ.
Васькино-Туйраллăра коляда йăлана кӗнӗ йӗркепе ачасемшӗн асамлăн пуçланнă. Вӗ­сем капăрланса килӗрен киле çӳреме пуçланă. Кил хуçисене Раштав юррисене юрласа панă, юмăç пăхнă, выляса савăннă. Лешсем вара хутаçсене тутлă çимӗçсемпе тултарнă.
– Çак уявпа пурте кă­мăл­лă юлчӗç. Мероприяти шут­ланă пекех хавас иртрӗ. Ачасем çветкене хапăл тусах хутшăнчӗç. Паянхи ачасене те тăрăшсан интереслентерме пулать, вӗсене йăлт кăсăк пулчӗ. Еплерех савăнса юрларӗç тата. Ял халăхӗ те чăвашсен авалхи йăлисене чӗртнӗшӗн пире тав турӗ. Пӗлтӗр ачасене эпир урăхларах костюмсем тăхăнтартнăччӗ. Пӗчӗк ачасем вӗсене курсан хăраса йӗнипе кăçал тумсене илемлӗрех тума тăрăшрăмăр. Хамăр ялти «Мерчен» ансамблӗн гардеробӗнчен илтӗмӗр хăш-пӗрне. Кашни килте пире ырă кăмăлпа кӗтсе илчӗç. Сӗтел çинче мӗн пуррипе хăналама тăрăшрӗç, хамăрпа та парса ячӗç. Çитес çул та çветке вăййисене ирттерме кăмăл пур, – терӗ Татьяна Васильевна.
Тӗрӗсех калать Татьяна Васильевна, кун пек мероприятисем ялта кирлӗ. Вăл çынсене ырăрах пулма, пӗр-пӗринпе туслă пурăнма, ачасене тăван йăла-йӗркесемпе интереслен­тер­ме пулăшать. Общество тим­лӗхне ырри енне çавăрать. Тӗн­чери кирлӗ-кирлӗ мар, хумхануллă та пăшăрхантаракан хыпарсенчен ывăнса çитнӗ çынсене вăл питӗ кирлӗ. Пӗр сăмахпа каласан, чун уççи.


Ирина Трифонова


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике