Павлăра сăвă каçӗ

10.02.2017 10:04 | Павлă (Бавлинский) Печать

Павлăра сăвă каçӗ

Петӗр Хусанкай çав тери талантлă поэт. Тăван çӗршыва, тăван халăха, тăван чӗлхене питӗ юратни сăввин кашни йӗркинче палăрать. Акă, «Ентешсем» сăввине кăна илер:
Тутарстанра çуралнăскер,
Манаймăп эп çӗршывăма.
Ачалăхăм уяр, сенкер
Тӳпе пек тухрӗ ман ума:
Шăрçаланать кун хыççăн кун,
Çул хыççăн çул – çӗкленчӗ чун.

Салам-алликӗм, тантăшсем!
Кăвак йӗмпе, тӳпеттейпе
Чупса çӳрен ярханахсем,
Ăçта эсир? Пӗлместӗп эп.
Тен, хăвăр та эп ăçтине
Пӗлместӗр пулӗ ку чухне.

Çарран, пилӗксене çыхман
Хура ураллă малайсем,
Эпир тăван Тутарстанран
Салантăмăр çунат ӳссен.
Анчах ачалăх халиччен –
Унта вăл хамăр ялсенче.
Çав кӳршӗллӗ ялсем – чăваш,
Тутар е вырăс ялӗсем –
Иптеш, товарищ та юлташ
Теетчӗç пӗр-пӗрне вӗсем.
Виç сăмахри çав пӗр ăнлав
Пире çӗклерӗ тăванла.
Ку сăвă паянхи куншăн та актуаллă. Раççейре, республикăра тӗрлӗ халăх туслă пурăнатпăр-çке. Васькино-Туйраллăра та çаплах. Кунта чăваш шкулӗ хупăнчӗ пулсан та, ялта И.В.Стекольщикова библиотекарь тăрăшнипе тӗрлӗ чăваш мероприятийӗ иртет. Ăна ку ӗçре Туйраллă шкулӗнче ӗçленӗ Г.В.Демидовапа Л.В.Портнова учительсем яланах пулăшма хатӗр. Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалласа Васькино-Туйраллăри ял библиотекинче сăвă каçӗ иртрӗ. Вулакансене поэтăн пурнăçӗпе, пултарулăхӗпе тӗплӗн паллаштарчӗç йӗркелӳçӗсем.
Г.В.Демидова «Эпир Раççейре пурă­натпăр» сăвва илемлӗ каласа пачӗ. Ирина Вениаминовна «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвăпа паллаштарчӗ. Любовь Владимировна вара «Чăваш чӗлхи» сăвва вуласа кăтартрӗ. Мероприяти питӗ кăмăллă иртрӗ. Вулакансем пурте тимлӗн итлесе ларчӗç. Тав турӗç.


Галина Демидова


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике