Вунă ача амăшӗ

07.03.2017 16:53 | Чистай (Чистопольский) Печать

Вунă ача амăшӗ

Клавдия Михайловна Матвеева Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче 1932 çулхи январӗн 13-мӗшӗнче Логинов­сен çемйинче çуралнă. Ашшӗ Михаил пичче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче 1942 çулта пуç хунă. Клавдин амăшӗ Крафине аппа пӗчченех ачисене пăхса ӳстерет. Клавди 4 класлă шкул пӗтерсенех колхоз ӗçне кӳлӗнет. 1945-1949 çулсенче вăрман касма çӳрет. Вăл вăхăтра Куйбышевски ГЭСӗн строительстви пыратчӗ. Атăл тăрăхӗнчи ялсене шыв айне юласран куçарчӗç, вăрмансене вара кастарчӗç.
Вăхăт малаллах шăвать, 1953 çулта Клавди савнă тусӗпе Иванпа пӗрлешсе çемье çавăрать. Мăшăрăн 10 ача çуралать, пилӗк хӗр те пилӗк ывăл. Ларса тăма та вăхăт пулман ӗнтӗ ашшӗпе амăшӗн. Шел те, пурнăçра мӗн курассине маларах пӗлсе хума çук. Упăшки Иван çамрăклах чире кайса пурнăçран уйрăлать. Клавдия Михайловна та тахçан хăйӗн амăшӗ пекех ачисене пӗчченех пăхса ӳстерет. Вӗсем пурте халăха, патшалăха юрăхлă та кирлӗ çынсем пулса ӳсрӗç.
Пуян çын Клавдия Михайловна, унăн 21 мăнук, хăшӗсем ӳссе çитӗнсе вӗренсе тухнă, шкул çулӗнчисем те пур-ха. Мăнукӗсенчен пӗри Ваня Свердловскри Суворов училищинче ăс пухать, ылтăн медаль илме те тивӗç пулчӗ.
Паллах, Клавдия Михайловна пек çынсене патшалăх асăрхамасть мар. Раççей Правительстви ăна «Ача амăшӗ – героиня» орденпа, I, II степеньлӗ Ача амăшӗн мухтавӗ, Ӗç ветеранӗ, Аслă Çӗнтерӗвӗн 60, 65, 70-мӗш çулӗсен медалӗсемпе наградăланă.
Клавдия Михайловнăна эпир те çирӗп сывлăх сунатпăр. Йышлă çемйипе нумай савăнса пурăнмалла пултăр. Нумай пулмасть кăна-ха, январӗн 13-мӗшӗнче, хăйӗн 85 çулхи юбилейне паллă турӗ. Ачисем çак кун пурте тăван килӗнче пуçтарăнса амăшне çуралнă кунпа саламларӗç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Васильев Клавдия Михайловнăна Хисеп хучӗ парса чысларӗ.


Петр Матвеев


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике