35 çул çитрӗ

27.03.2017 10:53 | Пĕкĕлме (Бугульминский) Печать

35 çул çитрӗ

Пĕкĕлме районĕн Ветерансен канашĕ йĕркеленнӗренпе 35 çул çитнĕ ятпа мартăн 24-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулинче хаваслă уяв иртнĕ. Мероприяти Техника Çуртĕнче пулнă. Саламлама район пуçлăхĕ Л.Р. Закиров, Раççейри тата республикăри ветерансен юхăмĕн ертÿçисем килнĕ. Вырăнти пултарулăх ушкăнӗсем хаваслă концерт та хатӗрленӗ.

Наратлă ялĕн Ветерансен канашĕн председательне Петр Иванович Морозова та тимлӗхсӗр хăварман. Ял хутлăхӗнчи ӗçе лайăх пурнăçланăшăн ăна районти ветерансен юхăмӗн 35 çулхи юбилей медалӗпе чысланă. Аса илтеретпĕр, 2016 çулта Наратлăри Ветерансен канашĕ районта иккĕмĕш вырăн йышăннă. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике