Чи ватă чăваш ансамблӗн юрри-ташши хальхилле

30.03.2017 08:59 | Анат Кама (Нижнекамский) Печать

Чи ватă чăваш ансамблӗн юрри-ташши хальхилле

Вăл чăннипе те Тутарстанри чи аслă чăваш ансамблӗсенчен шутланать. Ячӗ илемлӗ те янравлă – «Шăнкăрав». Ăна Анат Камăра пурăнакан чăвашсем СССР арканичченех,1989 çулта йӗркелесе янă. Пӗрремӗш ертӳçи тата аккомпониаторӗ ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Борис Никитин композитор пулнă. «Нижнекамскнефтехим» çумӗнчи ансамбль кун-çулӗнче тӗрлӗ тапхăр пулнă, ертӳçӗсем улшăннă, купăсçисем. Анчах Анат Кама чăвашӗсем пӗр çул та юрлама чарăнман, тӗрлӗрен конкурссемпе фестивальсене тăтăшах хутшăннă. Ку ӗçре аслисене 34 номерлӗ гимнази-интернатра вӗренекенсем те пулăшаççӗ. Халӗ те хăйӗн анлă репертуарӗпе тӗлӗнтерме пăрахмасть «Шăнкăрав». Унăн юррисемпе ташшисемпе юррисем хальхиллерех пулнине те асăрхамасăр иртме çук, унта хутшăнакан яш-кӗрӗм витӗмӗпе пулса иртет пулмалла çакă. Ансамбле 2011 çултанпа çамрăк музыкант Татьяна Носевич ертсе пырать, ташшисене лартаканӗ Татьяна Петрова, аккомпониатор Сергей Петров. 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике