Алексеевскисен çĕнĕ председатель

01.04.2017 10:56 | Алексеевски (Алексеевский) Печать

Алексеевскисен çĕнĕ председатель

Тутарстан Республикин Алексеевски районӗнче пӗр чăваш ялӗ кăна – Чăваш Майни. Ытти ялсенче ытларах вырăссемпе тутарсем пурăнаççӗ, чăвашсем пур пулсан та вӗсенчен нумайăшӗ вырăсланнă. Ваттисем тăван чӗлхепе калаçсан, çамрăксем пӗлмеççӗ тесен те юрать. Пысăк хăвăртлăхпа вырăсланса пыракан халăхăмăрпа мӗн пулатчӗ-ши, енчен те çак районта хăй вăхăтӗнче Чăваш наципе культура центрне йӗркелесе яман пулсан? Калама йывăр.
Мартăн 25-мӗшӗнче Алексеевски районӗнчи музейра Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Ăна уçаканӗ тата ертсе пыраканӗ район администраци ӗçченӗ Николай Чурин пулчӗ. Сăмах май, вăл хăй крешӗн, çапах чăвашсемпе ӗçлеме кăмăл тунă. Мăшăрӗ чăваш пулни витӗм кӳнӗ пулмалла. Чăвашсен историне лайăх пӗлни унăн умсăмахӗнчен лайăх курăнчӗ.

Алексеевскинчи чăвашсен центрӗн ӗçӗ пирки Николай Сторожев тӗплӗн каласа пачӗ. Юлашки виçӗ çулта тунă ӗçсемпе кăна çырлахмарӗ вăл, хăй ӗçленӗ вăхăтри мӗнпур çулсен отчечӗпе паллаштарчӗ. Алексеевскинчи ЧНКЦ председателӗ пулса 8 çула яхăн ӗçленӗ май унăн отчечӗ пӗр сехете кăшт çеç çитеймерӗ. Çапах итлесе ларма кăсăк пулчӗ, çак хушăра ирттернӗ мероприятисем йышӗпе сахал мар. Чи кирли вара вӗсем нацин хăй ăнланулăхне вырăнтан хускатма пулăшнă.
Пӗтӗмпе резолюцие 9 сӗнӳ кӗртрӗç. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисен шутне Чăваш Майнинче чиркӳ уçассине, Михаил Константиновăн 90 çулхи юбилейне палăртассине, шкулсенче чăваш чӗлхин сехечӗсене ӳстерме майсем тупассине кӗртмеллине, «Сувар» хаçатăн тиражне районта ӳстермеллине те резолюцие кӗртрӗç. ЧНКЦ председателӗ пулма алексеевскисем виçӗ кандидатура тăратнă, вӗсем хушшинче Николай Сторожев, Дария Романова, Геннадий Федоров пулчӗç. Уçă сасăлавпа пурте пӗр саслăн пулса председателе Чăваш Майнинчи вăтам шкул директорне Геннадий Федорова суйларӗç. Тӗрӗссипе, ун кандидатурине малтанласа Николай Сторожев сӗннӗ.


Ирина ТРИФОНОВА


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике