Чăвашсем хăйсен чӗлхине хирӗç пулма пултараççӗ-и?

06.04.2017 10:31 | Анат Кама (Нижнекамский) Печать

Чăвашсем хăйсен чӗлхине хирӗç пулма пултараççӗ-и?

Анат Камăра нумай пулмасть иртнӗ «Яковлев вулавӗсенче»сăмах каланă Чăваш Республикинчи Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Анна Егорова сăмахӗсем тăрăх, Чăваш Республикинче 455 шкул ӗçлет. Вăл предметсене чăвашла 1-4-мӗш классенче (274 шкулта) кăна вӗрентни çинчен пӗлтерчӗ. Вăтам классенче вӗрентӳ пур çӗрте те вырăс чӗлхипе илсе пырăнать. Чылай шкул ФГОС реестрӗнчи 4-мӗш вӗрентӳ вариантне суйласа илнипе пулса иртет çакă. Ун тăрăх вырăс чӗлхи – тăван чӗлхе шутланать. Ку чухне чăваш чӗлхине вӗренме (5,6,7,8,9 классенче) эрнере 3 сехет кăна уйрăлать, ют çӗршыв чӗлхине вӗренме уйăрăннă чухлех. Кунта Чăваш Республикинчи чăваш тата вырăс чӗлхисен пӗртанлăхӗ пирки калакан закон пăсăлни курăнать. Çитменнине, Анна Семеновна сăмахӗсемпе, 5 кунхи вӗрентӳ эрнине куçса пынипе чăваш чӗлхине Чăваш Енре, палăртнă пек 3 сехет вырăнне, эрнере 2 сехет çеç вӗрентме пуçланă. 
Чăваш чӗлхине тăван чӗлхе пек йышăнисемшӗн вӗрентӳ планӗ раснарах. Унта 5-6 классенче чăваш чӗлхине вӗрентме 3, литературине 2 сехет уйăрса парăнать. 7-8 классенче – икшер сехет, 9-мӗш класра каллех – чӗлхене 3, литературăна 2 сехет парăнать. Педагог шучӗпе ку çителӗклӗ пулмалла. Анчах та вӗрентӳ планӗн 5-мӗш варианчӗ тăрăх ытти предметсене те тăван чӗлхепе вӗрентмелле. Çакна кӗнекесем çукки çеç мар, учительсем те, ашшӗ-амăшӗсем те хирӗç пулни чăрмавлать. Мӗншӗн тесен экзаменсене ачасем çӗршыври ытти вӗренекенсемпе пӗр тан условисенче параççӗ. Çавăнпа директорсем 4-мӗш вариант çине куçнине ăнланма пулать. Обрнадзортан тӗрӗслеме килсен – вӗрентӗве 5-мӗш вариантпа тӗрӗс мар йӗркелени тӳрех курăнать. 
Интерслӗ лару-тăрăва лекетпӗр кун пек. ФГОС вӗрентӳре пулăшу кӳрес вырăнне чăваш чӗлхине тӗп тăвакан механизма çаврăнса пырать мар-и? 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике