Отчетпа суйлав Конференцийӗсен формачӗ улшăнса пырать

11.04.2017 11:11 | Теччӗ (Тетюшиский) Печать

Отчетпа суйлав Конференцийӗсен формачӗ улшăнса пырать

Тутарстанри халăхсен III съезчӗ çывхарнă май, апрелӗн 7-мӗшӗнче Теччӗри Чăваш наципе культура центрӗ отчетпа суйлав Конференцийӗ ирттерчӗ. Вăл творчествăлла отчет форматӗнче иртнӗрен пухăва питӗ нумай çын килнӗччӗ. Хаклă хăнасене районти культура çурчӗ умӗнчех чăвашла тумланнă пикесем çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, фойере ал-ӗç куравӗ, апат-çимӗç сăйлавӗ кӗтрӗ вӗсене. Атăлтан тытнă пуллăн ассортименчӗ те пăхса савăнмалăх пурччӗ.
Хăнасене – Теччӗ муниципаллă район пуçлăхӗн çумӗ Евгений Курков, ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Валерий Казаков, Теччӗ районӗнчи «Халăхсен туслăхӗн çурчӗн» директорӗ Александр Дубровский – президиума лартрӗç. Залра районри кашни чăваш ялӗнчен тата хуларан пухăннă делегатсем, организацисен ертӳçисем.

Пухăвăн пленарлă пайне Районти Культура уйрăмӗн ертӳçи Юрий Сиякин ертсе пычӗ. Пухăннисем ЧНКЦ Канашӗн председателӗн Володар Тимофеевăн отчетне итлерӗç. Унта вăл иртнӗ тапхăрта ЧНКЦ туса ирттернӗ ӗçсене асăнса вӗсене хак пачӗ, малашнехи тӗп тӗллевсене палăртрӗ. Вӗсен хушшинче чăваш чӗлхине пур çӗрте те упраса хăварасси, унпа ачасене калаçтарасси. Çавăн пекех конференцире Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев музейӗн директорӗ Алексей Пыркин, Пухтелӗнчи тулли мар вăтам шкулта чăваш чӗлхине вӗрентекен Алена Торгашова тата ыттисем сăмах каларӗç. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Валерий Казаков хăй сăмахӗнче вырăнти мероприятисене тӗплӗнрех тăвасси çинчен каларӗ, вăл районти пӗлтерӗшлӗ пуçарусене Хусантан тӗрев пулассине пӗлтерчӗ. Теччӗ районӗнче «Сувар» хаçата 200 яхăн çемьере кăна çырăннипе çырлахма юраманнине асăрхаттарчӗ. Районти чăвашсен хăвачӗ пур, администраци тӗревне туйса тăрăшни те пӗрлехи ӗçшӗн аван. Ӳсӗм çулӗсене палăртса ытти халăхсемпе пӗрле туслăха аталантарма сунчӗç сăмах калакан ытти пуçлăхсем те.

Конференци чăваш центрӗн çӗнӗ Канашне суйларӗ. Унта вӗрентӳ, культура сферисенче тăрăшакансем, аслă çулти çынсем тата çамрăксем те кӗчӗç. ЧНКЦ председательне çӗнӗрен Володар Тимофеева суйларӗç пухăннисем.
Конференци вӗçленес умӗн наципе культура ӗçӗнче палăрнисене хисеп хучӗсем парча чысларӗç. Çапла Теччӗ муниципаллă районӗн пуçлăхӗн Тав çырăвне «Шуçăм» ансамблӗн ертӳçи А.Г.Старостина, Пăхăрçăри вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Г.А.Тимрюкова, Çармăсри Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Н.Н.Османова тивӗçрӗç. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн Хисеп хучӗсене Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи В.А.Тимоффев, Уйрăм предприниматель В.А.Евдокимов, Теччӗри ача библиотекин ӗçченӗ А.А.Харитонова, Пухтелӗнчи шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен А.Н.Торгашова тивӗçрӗç. Теччӗ районӗнчи чăваш центрӗн Тав çырăвӗсене Ăнăри Культура çурчӗн директорӗ Е.С.Савелькина, Кляшевори ял хутлăхӗн пуçлăхӗ И.Ф.Халиков, Чăваш Чураппанӗнчи библиотека ӗçченӗ З.З.Башмакова, Çармăс ялӗнчи библиотекарь Л.Н.Караева тивӗçрӗç.

Конференци вӗçленсен Теччӗ районӗнчи илемлӗ пултарулăх артисчӗсем анлă концерт программи кăтартрӗç.

 


Теччӗ районӗн администрацийӗн пресс-служби


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике