Пулăсем вилсе пӗтеççӗ

11.04.2017 11:39 | Ешӗлвар (Зеленодольск) Печать

Пулăсем вилсе пӗтеççӗ
Ешӗлвар районӗнчи Атăл урлă каçакан кӗпер çывăхӗнчи Займище ялӗн таврашӗнче вилнӗ пулăсене асăрханă. Ку пӗлтерӳ экологсем патне ӗнер çитнӗ. Ӗçӗ тӗпчеме вӗсем оперативлă группа янă. Вӗсен ушкăнӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин, ТР Росприроднадзор управленийӗн тата Тутарстан Рыбнадзорӗн  ӗçченӗсем пулнă.
Вырăна çитнӗ экспертсен, активистсемпе журналистсен çутçанталăк инкекне курма тивнӗ. Çыран хӗрринче çӗршӗр вилнӗ пулă выртнă (пӗчӗккисенчен пуçласа пысăк пулăсем таранах). Экспертсем кун пек пулăмсене нихçан курман.  
Специалистсен сăмахӗсем тăрăх, Атăл хӗрринче тупнă пулăн тӗсне, çӗрнине тата шăршине кура ăна кăçалхи пулă мар теме пулать. Вăл 2016 çул вӗçӗнче вилнӗ пулмалла. Апла пулсан та пулă йышлăн вилнӗ пулăм 2017 çулта экологсен отчечӗсенче пӗрремӗш шутланать. Хальхи вăхăтра экспертсем пулăсене мӗн вӗлерме пултарнине тӗпчеççӗ.  
 

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике