Çӗнӗ Шуçăм районӗнче Ассамблея уйрăмӗ пур

11.04.2017 12:24 | Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский) Печать

Çӗнӗ Шуçăм районӗнче Ассамблея уйрăмӗ пур

Çӗнӗ Шуçăм районӗнче Тутарстан халăхсен Ассамблеин представительстви йӗркеленсе кайнăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ, организаци тӗрлӗрен мероприятисем те йӗркелеме пуçларӗ. Апрелӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ «Эпир пӗрле» фестиваль районти çӗршер ачана пӗрле пухрӗ. Вӗсем тӗрлӗ халăхсен тумӗсемпе, юрри-ташшипе, апат-çимӗçӗпе паллашма пултарчӗç. Апрелӗн 8-мӗшӗнче çӗнӗшуçăмсем тоталлă диктанта хутшăнчӗç. Тепӗр кунне райцентрти Туслăх çуртӗнче армян чӗлхине вӗренмелли уроксем тытăннă. Вӗсене Наира Сагинян ертсе пырать. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике